Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тарпа йĕпеннĕ ылтăн пĕрчĕсем

16 августа 2017 г.

Тарпа йĕпеннĕ ылтăн пĕрчĕсем

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, райадминистрацин ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов хальхи вăхăтра куллен хуçалăхсене тухса çỹреççĕ. Çак кунсенче вĕсем "Рассвет", "Сатурн" ялхуçалăх производство кооперативĕсенче, "Прогресс" акционерсен хупă обществинче, "Клевер" тата "Нива" агрофирма" сахал яваплă юлташлăхсенче ĕççи еплерех пынипе паллашрĕç.

"Клевер" ОООра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 868 гектар йышăнаççĕ. Хальлĕхе ăна 220 гектар çинчен пуçтарса кĕртнĕ. Кăçал хуçалăхра кĕрхи тулă лайăх çитĕннĕ. Тап-таса уйра пĕр çумкурăк кураймăн. Ăнса пулнă культурăна вăхăтра, тăкаксăр пуçтарса кĕртес тесе тыр-пул çитĕнтерекенсем кашни самантпа туллин усă курма тăрăшаççĕ. Ирхи сывлăм типнĕ хыççăнах механизаторсем хире васкаççĕ. Александр Федотовпа Александр Соколов комбайнерсем ылтăн тĕс çапнă хирте каçалăк хыççăн каçалăк тăваççĕ. 85 гектар çинчи кĕрхи тулă ăнса та çỹллĕ çитĕннипе хуçалăх ертỹçин Алексей Ласточкинăн кăна мар, Николай Петровичăн та кăмăлĕ çĕкленỹллĕ:

- Кун пек таса ана курман. Тухăçĕ пысăк пулмалла. Кĕр тыррисем çуллен тенĕ пекех тухăçпа савăнтараççĕ. Çавăнпа та вĕсен лаптăкне çулсерен ỹстермелле.

Хуçалăхра "уй-хир карапĕсем" виççĕ. Эпир пынă кун пĕри чăхăмланăччĕ. Алексей Кириллов комбайнер тытса пыракан "уй-хир карапне" хиртех юсатчĕç.

Акă, Александр Федотов комбайнер бункер тулнине пĕлтерсе сигнал пачĕ те, Сергей Максимов водитель ЗИЛ автомашинăпа çитсе те тăчĕ. Çамрăк çын вырмана пĕрремĕш çул хутшăнать. Тăван хуçалăх уй-хирĕнче ĕçлеме кăмăллă пулнине палăртать. Вăл кузов çине ылтăн тырă юхнине ытараймасăр сăнать.

Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттаракан водительсем иккĕн. Александр Паймин водителĕн ĕç стажĕ пысăк, çамрăкпа ăмăртса, хавхаланса тăрăшать.

Тулли кузовлă автомашинăсем йĕтем çине васкаççĕ. Кунта водительсене А.Павлов заведующи кăмăллăн кĕтсе илет. Весовщикĕ те хăех. Самосвал тырра пушатрĕ те каллех комбайнсем патне васкарĕ. Йĕтемре В.Логинов сортировщик, Ю.Кубиковăпа А.Яковлева рабочисем тăрăшаççĕ. Анчах Николай Миллина йĕтем çинче тырă выртни кăмăлне каймарĕ.

- Хальхи вăхăтра йĕтемре пĕр тырă та выртмалла мар. Пурне те сушилка урлă типĕтсе кăлармалла. Кăçалхи тыррăн кашни пĕрчи тарпа шăварăннă. Çак хаклă пĕрчĕсене тирпейлĕ пухса кĕртесчĕ, - терĕ вăл çирĕппĕнех.

Сушилкăна паянах ĕçлеттерсе яма шантарчĕ ертỹçĕ. Кĕрхи культурăсене çак кунсенче пуçтарса кĕртĕç-ха, анчах çурхисем хăçан пиçсе çитесси те паллă мар. Вĕсем те ăнса çитĕннĕ, хĕвеллĕ кунсем кăна кирлĕ.

Кăçал "Клеверсем" севок та лартса ỹстернĕ. 6 гектар çинчи севок-сухан ăнса пулнă. Ăна упрама хранилище ăсталаççĕ. Унсăр пуçне акмалли çĕнĕ агрегат туянма мехел çитернĕ, 3 миллион тенке яхăн тăракан техникăна çитес çул акара тĕрĕслĕç.

"Нива агрофирма" ОООра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 800 гектар йышăнаççĕ. Хальхи вăхăтра комбайнсем урпа çапса тĕшĕлеççĕ. Тăтăшах çумăр çуса тăнăран урпа уйĕ çум ăшне путнă тесен те йăнăш мар. Ăна тỹррĕн çапса тĕшĕленĕрен тăкакĕ пысăк пуласси те палăрать.

- Урпана епле те пулсан малтан вырмалла, апла тумасан лартса ỹстернин усси пулмĕ, - терĕ Николай Миллин анана тишкернĕ май.

Урпа тĕрлĕ уйра вырнаçнă. Пĕр енне пырса кĕме çук йĕпе. Çавна май комбайнсем пĕр уйран теприне куçса çỹреççĕ. Комбайнсен рулĕ умĕнче Дмитрий Пайминпа Алексей Светопольский лараççĕ. Çамрăксен ĕçлес хастарлăхĕ пысăк. Вĕсем уяр кунăн кашни минучĕпе туллин усă курма ăнтăлаççĕ. Дмитрий Веселинпа Сергей Димитриев водительсем бункера çĕнĕ тырă тулнине кĕтсе тăраççĕ. Рейс хыççăн рейс тусан ĕçлес кăмăлĕ тата ỹсет çамрăксен.

Йĕтем çинче хĕрỹ ĕç шавĕ тăрать. Владимир Смирновпа Николай Круглов машинистсем тырра алласа сортланă çĕрте тăрăшаççĕ.

"Нивăсем" 100 гектар çинчи кĕрхи культурăсене пуçтарса кĕртнĕ. Урпа хыççăн тулă хăçан пулса çитессине кĕтеççĕ.

- Çурхи тулла чи малтан акрăмăр. Тахçанах пулса çитмеллеччĕ. Анчах нимĕн те тăваймăн, çанталăкăн хăйĕн саккунĕ. 12 çул тăрăшатăп, çапах иртнĕ çулхи йăнăшсене кăçал тăвас марччĕ тесен те çулпа çул пĕр пек килмест, - пăшăрханăвне пытараймасть Николай Гладков ертỹçĕ.

Кунта та, ытти çĕрти пекех, çурхисем каярах пиçсе çитнĕрен уйсем çумланас хăрушлăх тухса тăрать. Епле те пулсан çанталăк çеç ан чăрмантартăрччĕ уй-хир ĕçченĕсене, вĕсен ырă та çунатлă ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме Турă пулăштăрччĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăнỹкерчĕкре: "Клевер" ОООри кĕрхи тулă уйĕнче - Н.Миллин, А.Федотов, П.Тремасов, А.Ласточкин.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика