Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космос паттăрне сума суса

16 августа 2017 г.

Космос паттăрне сума суса

Чăваш ятне çăлтăрсем патне çĕкленĕ Андриян Николаев çỹл тỹпене улăхнăранпа 55 çул çитнине республикăра сумлăн уявланă.

Космонавтика, общество организацийĕсен ветеранĕсем, уява паллă тума Раççей тĕп хулинчен килсе çитнĕ хăнасем, космонавтăн тăванĕсем чи малтанах Шупашкарти Андриян Николаевăн палăкĕсем умне чечексем хунă, митинг ирттернĕ.

Кăнтăрла 12 сехет тĕлĕнче вĕсем Андриянăн тăван ялĕнче - Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти Мемориал комплексĕнче иртнĕ савăнăçлă митинга хутшăннă.

Малалла мероприятисене Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркеленĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитнĕ.

- Паян чăваш халахĕшĕн, республикăшăн чăннипех те паллă кун. Ентешĕмĕре хисеплесе кунта килнĕ çынсем, Андриян Григорьевичăн юлташĕсем, космонавтсем, тăванĕсем унăн ятне тата та çĕклеççĕ. Çĕршыври виççĕмĕш космонавт чăваш çĕрĕнче çуралса ỹснĕшĕн эпир мăнаçланатпăр, - палăртнă Михаил Васильевич хăйĕн сăмахĕнче.

Уява пухăннисене Совет Союзĕн 2 хут Геройĕ ята илнĕ СССР летчик-космонавчĕ Борис Волынов, унăн мăшăрĕ Тамара Волынова, Александр Павловский генерал-лейтенант, Ю.А.Гагарин ячĕллĕ Наукăпа тĕпчев центрĕн пуçлăхĕ Юрий Лончаков, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ ятне илнĕ СССР летчик-космонавчĕн Павел Поповичăн хĕрĕ Наталья Березная, РФ Геройĕ, Улатăр районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Николай Бударин, Раççей Федерацийĕн Геройĕ Валерий Корзун летчик-космонавтсем тата ытти сумлă хăнасем те саламланă.

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 14 сехетре космонавтăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне сăнарлакан курав уçăлнă, "1962 çулхи çурла уйăхне аса илер" çавра сĕтел, 16 сехетре савăнăçлă мероприяти иртнĕ.

Çак кунах республикăра "Çăлтăрсем патне" велокаç йĕркеленĕ. Маларах тĕрлĕ паллă вырăнсенче пулнă хыççăн велосипедистсем тĕп хуламăрти Ю.А.Гагарин, А.Г.Николаев палăкĕсем умне чарăннă. Велокаç 22 сехетре Чăваш наци конгресĕ умĕнче вĕçленнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика