Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăй кĕртет çынна вăл, спорт

16 августа 2017 г.

Вăй кĕртет çынна вăл, спорт

Августăн 12-мĕшĕнче, пĕтĕм Раççейри пекех, Елчĕкри тĕп стадионта Физкультурник кунне халалланă спорт фестивалĕ иртрĕ.

Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый уçрĕ, пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ, физкультурăпа спортра ăнăçусем сунчĕ.

- Елчĕк район çыннисем ĕçре те, спортра та маттур. Пирĕн районтан Чăваш Енрен пĕрремĕш олимпиец (1952), Олимп вăййисен бронза призерĕ Ардалион Васильевич Игнатьев тухнă. Çур ĕмĕр иртсен спорт мелĕпе утассипе Владимир Васильевич Андреев та çуллахи Олимп вăййисенче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Пирĕн район 1000 çын пуçне спорт мастерĕсем хатĕрлессипе республикăра малта пырать, - терĕ вăл. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ спортра Елчĕк районĕн сумне çĕкленĕ ытти паллă спортсменсен ячĕсене асăнчĕ.

Спорт фестивальне Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ спорт ветеранĕсем Анатолий Николаевич Кондратьев тата Петр Петрович Сидоров килнĕ. Иккĕшĕ те физкультурăпа спортра ырă ят хăвараççĕ. Пĕчĕкренех спортпа туслăскерсем Канашри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ. Александр Николаевич малтан физкультура учителĕнче ĕçленĕ, унтан Лаш Таяпа ял канашĕн председателĕ, "Слава" колхозри профком председателĕ пулса ĕçленĕ. Вăл ĕмĕр тăршшĕпех спортпа туслă пулнă. Кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн кандидачĕн, йывăр атлетика енĕпе пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативĕсене тултарнă. Кире пуканĕ йăтас пултарулăха нумай çамрăка явăçтарнă. Вĕсенчен пĕри - СССР спорт мастерĕ, халĕ ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" ООО компанин президенчĕ Юрий Попов. Тивĕçлĕ канăва тухсан спорт ветеранĕ халăхран сĕт пуçтарнă. Пилĕк çул каялла ĕçе пăрахсан килте ларма кичем пулнă ăна. Вăл ялти шкулта тỹлевсĕр майпа йывăр атлетсен секцине ертсе пыма тытăннă. Юрий Попов спонсор пулса 30 тĕрлĕ кире пуканĕ туянса панă. Кире пуканĕ, штанга çĕклеме юратакан ачасем халĕ те пур. Лаш Таяпа çамрăкĕсем йывăр атлетикăра районти, республикăри ăмăртусенче тепĕр хут палăрма тытăннă. Уявра пархатарлă ĕçшĕн Леонард Левый Анатолий Кондратьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне парса чыс турĕ.

Комсомол, спорт ветеранĕ Петр Петрович Сидоров çыравçă та, Анатолий Николаевич пекех 70 çулта. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хамăр хаçатра (59-мĕш номер) çырса кăтартнăччĕ. Физкультурниксен кунĕнче вăл район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Петр Сидоров каланă тăрăх, Лаш Таяпа ялĕнчен 10 спорт мастерĕ тухнă. Çак ята, çавăн пекех бронза медале кăçал Йошкар-Олара сăртлă вырăнта чупассипе иртнĕ Раççей чемпионатĕнче Екатерина Львова çĕнсе илнĕ. Фестивале пуçтарăннă спорт тусĕсем ăна пысăк çитĕнỹ тунă ятпа саламларĕç.

Курнавăшри вăтам шкулти физкультура учителĕн Анатолий Константиновăн çуралнă кунĕ кăçал Физкультурник кунĕпе пĕр килнĕ. Çак ятпа ăна ĕçтешĕсем саламларĕç. Леонард Левый физкультура учительне тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерне, кире пуканĕ йăтассипе Раççейре, Европăра çĕнтернĕ тĕнче класлă спорт мастерĕн Александр Павловăн, ытти нумай паллă спортсменăн пĕрремĕш тренерне Олег Федорова район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ.

Таяпа Энтринчи тĕп шкулти физкультура учителĕ Борис Клементьев, "Улăп" физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплексра ĕçлекенсем Фаина Баранова тата Алексей Теллин та Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Пирĕн штатра тăман автор Вячеслав Захаров "Спортпа туслă пул" юрă çырнă. Физкультура учителĕсем - Патреккелти халăх хорĕн участникĕсем Борис Клементьевпа Виталий Марков ăна спорт фестивалĕнче шăрантарчĕç.

Çак кун спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусем иртрĕç. Дартс енĕпе Николай Малышкин мала тухрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Алексей Теллинпа Владимир Кузнецов йышăнчĕç.

Çĕнĕ Пăваран килнĕ Владимир Никитин турник çинчен чи нумай - 26 хут туртăнчĕ. Тĕмер çамрăкĕсем Александр Львовпа Даниил Козлов - иккĕмĕшпе виççĕмĕш призерсем.

Алăсемпе çĕр çинчен тĕртĕнессипе те Тĕмерсем палăрчĕç: Андрей Сидоров - пĕрремĕш, иккĕмĕш - Даниил Козлов. Виççĕмĕш вырăнта спорт ветеранĕ - Николай Беляев (Елчĕк).

Тĕмер шкулĕн директорĕ Александр Муллин ертсе пыракан команда волейбол турнирĕнче çĕнтерчĕ.

Мини-футбол турнирĕнче ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн команди мала тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене "Олимп", "Тăрăм" командăсем йышăнчĕç.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Сăнỹкерчĕкре: Л.Левый спорт ветеранĕсене А.Кондратьева тата П.Сидорова чыслать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика