Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фашист ĕмĕтне çапса хуçнă

16 августа 2017 г.

Курск пĕкки патĕнчи çапăçу (1943 çул) - Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи пысăк вăйсене пĕрлештернĕ çапăçусенчен пĕри.

Историнче вăл чи нумай танк хутшăннă çапăçу пулнипе палăрса юлнă. Курск пĕккинчи хирĕç тăрăва икĕ миллион çын, ултă пин танк, тăватă пин самолет хутшăннă.

Раççей историкĕсем çак çапăçăва 3 пая пайлаççĕ: Курск патĕнчи хỹтĕлев операцийĕ (утă уйăхĕн 5-12-мĕшĕсем), Орел (утă уйăхĕн 12-мĕшĕ - çурла уйăхĕн 18-мĕшĕ) тата Белгородпа Харьков çывăхĕнчи (çурла уйăхĕн 3-23-мĕшĕсем) тапăну операцийĕсем.

Хĕрỹ çапăçусем 49 куна тăсăлнă. Çак вăхăтра пирĕн халăх сăмахпа виçейми пысăк паттăрлăхпа тата чăтăмлăхпа палăрни, мĕн тери пысăк терт, çухату тỹсни пирки çырма та кирлĕ мар пулĕ. Çавăн пирки эпир ветеран-фронтовиксенчен сахал мар илтнĕ, кинофильмсем тата кĕнекесем урлă пĕлетпĕр.

Çав вăхăтрах çак çĕнтерỹ фашистсен пур шанчăкне тата ĕмĕтне çапса хуçнă, ăна вăрçă вĕçлениччен текех пуç çĕклеме паман.

Çапăçусенче фашистсем 500 пин салтак, 1500 танк, 370 самолет çухатнă.

Совет Çарĕ çак çапăçу хыççăн çĕр çинче анчах мар, сывлăшра та мĕн вăрçă чарăниччен хуçа пулса тăнă.

Курск пĕкки патĕнчи çапăçусенче пирĕн ентешсем те палăрнă. Ел-чĕкре çуралнă Николай Иванов майор ертсе пынă артиллери полкĕ фашистсен нумай танкне пĕтернĕ. Н.Иванова Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика