Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ вĕренỹ çулне - çĕнĕ учебниксем

16 августа 2017 г.

Часах шкулсем ачасен хаваслă сассипе тулĕç. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне пур шкула та вĕренỹ учебникĕсемпе тивĕçтерес тесе Чăваш кĕнеке издательстви нумай вăй хучĕ. Мĕнле пособисем сĕнет-ха издательство?

Чи малтанах вырăсла пĕлỹ паракан шкулсенчи 9-мĕш классем валли Г.В.Абрамован "Чăваш чĕлхи" вĕренỹ пособийĕ кун çути курчĕ. Ку кăларăм пĕрремĕш хут пичетленчĕ. Вăл хăнăхтарусемпе тата тĕрлĕ тĕслĕ ỹкерчĕксемпе пуян. Унсăр пуçне 3-мĕш, 4-мĕш тата 5-мĕш классем валли хатĕрленĕ "Чăваш чĕлхи" çĕнĕрен пичетленсе тухрĕ.

Çавăн пекех вырăсла вĕрентекен хула шкулĕсенче ачасем В.Г.Игнатьевăн, Н.Н.Черновăн, Л.В.Николаевăн "Чăваш чĕлхи" вĕренỹ пособийĕпе те чĕлхе пĕлĕвне пуянлатĕç. Кăçал унăн 3-мĕш тата 4-мĕш классенче вĕренекенсем валли çĕнĕ кăларăмсем пичетленчĕç.

Чăвашла вĕрентекен шкулсем валли те Чăваш кĕнеке издательствин "кăмакинче" çĕнĕ вĕренỹ пособийĕсем "пиçсе тухрĕç": Л.П.Сергеев ытти авторсемпе пĕрле хатĕрленĕ "Чăваш чĕлхи" (3-мĕш тата 5-мĕш классем), Ю.М.Виноградовпа А.Р.Федорова çырнă "Чăваш чĕлхи" (4 класс), Т.В.Артемьевăпа О.И.Печников пухса хатĕрленĕ "Литература вулавĕ" (3-мĕш тата 4-мĕш классем).

О.ФЕДОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика