Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç уттинчен юлмаççĕ

12 августа 2017 г.

Ĕнер, августăн 11-мĕшĕнче, Курнавăшри культура çуртĕнче районăн экономикăпа социаллă пурнăçĕн 2017 çулхи пĕрремĕш çур çул итогĕсене пĕтĕмлетрĕç, çулталăк вĕçленичченхи тапхăрти тĕллевсене палăртрĕç. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин доклад туса пачĕ. Анлă канашлăва Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç министрĕ В.Викторов, район пуçлăхĕ И.Васильева, Чăваш Республикинчи ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Е.Сапаркина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Краснов, районти, ялсенчи Депутатсен пухăвĕсен депутачĕсем, предприятисемпе организацисен ертỹçисем, общество организацийĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Район шайĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ канашлăва ял тăрăхĕсенче ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Февраль уйăхĕнче çулталăк итогĕсене Çирĕклĕ Шăхалĕнче пĕтĕмлетнĕччĕ, çур çулхине - Курнавăшра. Район администрацийĕн пуçлăхĕ хăйĕн докладĕнче Елчĕк тăрăхĕ пĕрремĕш çур çулта мĕнле ĕçлени çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Чылай кăтартупа район иртнĕ çулсенчи шайран лайăхрах ĕçленĕ.

- Тĕп капитала инвестицисем хывасси 136 миллион тенкĕпе танлашнă, иртнĕ çулхи шайран 82 процент ỹснĕ. Мĕнпур категорири хуçалăхсенче 1383 тонна аш-какай, 16715 тонна сĕт туса илнĕ. Ку кăтартусем те пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Уйăхри вăтам ĕç укçи 6,7 процент ỹснĕ, 18470 тенкĕпе танлашнă. 2016 çулхи пĕрремĕш çур çулхинчен 17 ача ытларах, пурĕ 99 ача çуралнă.

Елчĕк тăрăхĕ ялхуçалăх районĕ шутланать, кăçал кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 22 пин гектар çинче çитĕнтернĕ. Кун пек пысăк лаптăк урăх нихăш районта та çук. Районта выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ, çавна май унăн апачĕ те нумайрах кирлĕ. Августăн 10-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем кирлинчен 20 процент утă, 47 процент сенаж ытларах, е пĕр выльăх пуçне 24 центнер апат единици хатĕрленĕ. Мĕнпур категорири хуçалăхсенче 6 уйăхра пĕтĕмпе 493 млн тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Ку вăл республикăра 6-мĕш кăтарту шутланать.

Отчетлă тапхăрта мĕнпур шайри бюджетсене 59 млн тенкĕ налуксемпе сборсем кĕнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 2,2 млн тенкĕ ытларах. Ỹсĕм 4 процентпа танлашнă.

Хамăр патăмăрта пуçтарăннă тупăшсем 34,2 млн (пĕлтĕрхинчен 100,2 процент) тенке çитнĕ.

Район экономикипе социаллă аталанăвĕ патшалăх пулăшăвĕнчен кăна мар, вырăнти граждансен пуçарăвĕнчен те килет. Ял тăрăхĕсем, уйрăм çынсем обществăлла инфратытăма аталантарма 4,3 млн тенкĕлĕх 8 проект туса хатĕрленĕ, вĕсене республикăри конкурса тăратнă. Малтанхи тапхăрта 2,7 млн тенкĕлĕх 7 проекта суйласа илнĕ. Вĕсене пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен 1,66 млн тенкĕ уйăрма йышăну кăларнă. Çак проектсене пурнăçлама халăх хăй 545 пин тенкĕ хывнă, предпринимательсемпе вырăнти бюджетран 130 пин тата 437 пин тенкĕ куçарнă. Çак укçа-тенкĕпе 6 ялта 2257 метр çула юсамалла, пĕр масара тирпей-илем кĕртмелле.

Районта машинăпа трактор паркĕ çĕнелсе пырать. Кăçал кăна 84 млн тенкĕлĕх 49 çĕнĕ техника туяннă.

2017 çулхи пĕрремĕш çур çулта районăн пĕрлештернĕ бюджетне муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр лаптăкĕпе усă курнăшăн 4,3 млн тенкĕ, е пĕлтĕрхинчен 20 процент ытларах тупăш пырса кĕнĕ.

Кăçал "Халăх инвентаризацийĕ" акци вăхăтĕнче тупса палăртнă 31 куçман пурлăх объектне, 39 çĕр лаптăкне ĕçе кĕртнĕ.

2011 çултан пуçласа паянхи кунччен нумай ачаллă çемьесене тỹлевсĕр 163 çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ (85 процент), - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин.

Малалла вăл вĕренỹ, культура, спорт сферисем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕренỹ учрежденийĕсенче кадрсем çителĕклĕ, аначах вĕрентекенсен 1 проценчĕн çеç ĕç стажĕ 5 çулпа танлашни шухăшлаттарать. Кăçал 229 ача палатка, 31 ача хула тулашĕнчи, 671 ача шкул çумĕнчи лагерьсенче каннă. Çак тĕллевпе вырăнти бюджетран 1,9 млн тенкĕ уйăрнă. Вырăнти бюджетранах Курнавăшри шкулăн спорт залне юсама 972,4 пин тенкĕ уйăрнă. "Улăп" физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен спорт çурчĕн бассейнне юсама республикăран укçа уйăрнă.

Кăçал Патреккел тата Тĕмер ялĕсенчи 3630 метр çула юсама 29 млн тенкĕ уйăрнă. 4 километр тăршшĕ "Яманчỹрел-Кавал" автомобиль çулне юсас ĕç малалла пырать, ун валли 20 млн тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех 4 километра яхăн хытарнă çулсене 3 млн тенкĕлĕх юсанă.

Пурнăçланă ĕçсемпе пĕрлех ытти ĕçсем те пайтах. Кăçал 380 млн тенкĕлĕх 23 инвестици проектне ĕçе кĕртмелле, нумай хваттерлĕ 2 çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçламалла, 14 çамрăк çемьене, 1 тăлăх ачана çурт-йĕрпе тивĕçтермелле, мĕнпур категорири хуçалăхсенче 52700 тонна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 3180 тонна аш-какай, 19980 тонна сĕт туса илмелле.

Докладра Николай Петрович кăçалхи йĕпе-сапаллă çанталăкра тыр-пула, ытти культурăсене пухса кĕртес ĕç çинче чарăнса тăчĕ. Кунашкал çанталăк 1978 çулта пулнă. Ун чухне комбайнсене тракторпа турттарса тĕш тырă çапма та, алăпа вырма тивнĕ. Кăçалхи çанталăк та çакнашкал тăрать. Апла пулсан ялхуçалăхĕнчи йывăр ĕçсене пурнăçлама хатĕр пулмалла, çак ĕçе кашни çын хутшăнмалла.

Чăваш Республикинчи ачасен прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Е.Сапаркина район нумай кăтартусемпе республикăра малта пынине, хăш-пĕр çитменлĕхсене асăнса хăварчĕ. Йывăр çемьесенче ачасене хỹтĕлес ыйтусем тухса тăраççĕ, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем сахалтарах уйăраççĕ. Строительство ĕçĕсен калăпăшĕ чакнă.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Краснов ырă хыпар пĕлтерчĕ: Курнавăш çулне юсама республика бюджетĕнчен 15 млн тенкĕ уйăрнă. Вăлах район муниципалитет укçи-тенкипе пĕлсе, туллин усă куракан район шутне кĕнине палăртрĕ. Елчĕксен ялхуçалăхĕнчи çитĕнĕвĕ те, ытти районсемпе танлаштарсан, сулмаклăрах. Пĕлтĕрхи итогсемпе 16 хуçалăх та республикăри чи лайăх 100 хуçалăх йышне кĕнĕ. Кỹршĕсен кăтартăвĕ ун пекех мар. Комсомольски районĕнчен 12 ялхуçалăх предприятийĕ, Патăрьел районĕнчи 8 хуçалăх çак йыша кĕме тивĕç пулнă.

Чăваш Республикин Сывлăха сыхлас ĕç министрĕ В.Викторов хăйĕн сăмахĕнче кăçалхи йĕпе-сапара тыр-пула пуçтарса кĕртесси пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнчĕ. Хĕвеланăçĕнчи çĕршывсем, АПШ Раççее хирĕçле санкцисем йышăннă тапхăрта хамăр валли хамăр апат-çимĕç продукчĕсем туса илни йывăрлăхран тухма май панине палăртрĕ. Малалла вăл республикăра сывлăха сыхлас ĕçе лайăхлатас тĕллевпе çĕнĕ учрежденисем, çав шутра фельдшерпа акушер пункчĕсем уçас ыйту республика ертỹлĕхĕ умĕнче тĕп тĕллевсенчен пĕри пулни çинчен пĕлтерчĕ.

Чăваш Республикинче "Земство тухтăрĕ" программа ĕçлет. Пилĕк çул яллă вырăнта ĕçлекен тухтăрсене пĕрер миллион тенкĕ параççĕ. Срок вĕçленсен вăл районтан тухса каять. Министр шухăшĕпе çакă килĕшỹллех мар: ăна ялан ĕçлеме юлакансене памалла. Халăх сывлăхне сыхлас ĕçе хускатнă май вăл Мускава, Санкт-Петербурга, Чулхулана, ытти пуян регионсене ĕçлеме çỹрекен ентешсен сывлăхне тĕрĕслеттерме влаç вăйĕпе усă курмалла тесе шутлать. Мĕншĕн тесен чылай çын ерекен чир ертсе килет.

В.Викторов каланă тăрăх, çул-йĕр çинче, эрех-сăрапа иртĕхнипе республикăра çулсерен 2 пин ытла çын вилет. Вĕсене асăрхаттарас енĕпе те пĕрле ĕçлемелле.

Канашлу итогĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин пĕтĕмлетрĕ, хускатнă ыйтусем çинче тепĕр хут чарăнса тăчĕ. Вĕсен шутне çул-йĕр тăвасси тата юсасси, çынсем ĕçсĕрлĕх тесе ют регионсене тухса кайни, çав вăхăтрах хамăр патăмăртах ĕç вырăнĕсем пурри, районти ялсем хушшинче автобуссем çỹретесси кĕчĕç.

Тухса калаçакансен сăмахĕнче ялсене сыхласа хăварасси, халăхăн пурнăç шайне ỹстерсе пырасси тĕп вырăнта пулчĕ.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика