Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тата икĕ ФАП уçăлчĕ

12 августа 2017 г.

Тата икĕ ФАП уçăлчĕ

Ĕнер районта калама çук пысăк пулăм пулса иртрĕ - Хăвăлçырма, Хĕрлĕçыр ялĕсенче хальхи йышши çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлчĕç.

Ирхине сакăр сехет çитичченех Хăвăлçырмапа Кỹлпуç ялĕсен çыннисем инçетренех çуталса ларакан ФАП умне пуçтарăнчĕç. Фельдшерпа акушер пунктне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре район пуçлăхĕ И.Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Викторов, республикăн ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Е.Сапаркина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ П.Краснов тата вырăнти пуçлăхсем хутшăнчĕç.

Республикăра ял халăхĕн сывлăхне çирĕплетес, упрас, пуçламăш медпулăшу тытăмне аталантарса пырас енĕпе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн указĕпе килĕшỹллĕн республикăра 2013-2016 çулсенче çĕнĕ йышши 125 фельдшерпа акушер пункчĕ хута яни те çакна лайăх çирĕплетет. Республикăра çитес виçĕ çулта тата 75 ФАП тума палăртнă.

Çак çулсенче пирĕн районти пĕчĕк ялсенче те тăхăр ФАП çĕкленсе ларчĕ. Вĕсен йышĕ çулран-çул ỹссе пыни ял çыннисене, ватă-и вăл е çамрăк, савăнăç кỹчĕ. Темле пулсан та ялта пĕрремĕш пулăшу паракан сывлăх учрежденийĕ кирлех. Унта чирлесен кăна каймалла мар, сывлăха ытти чухне те профилактика тĕлĕшĕнчен сăнаса-пăхса тăмалла. Вăхăтра диспансеризаци витĕр тухмалла, прививкăсем тутармалла...

Хăвăлçырмасен пысăк савăнăçне пайласа Николай Миллин районти 53 яла та пĕр пек пăхасшăн пулнине, çĕнĕ çурт ỹссе ларнă май çак тăрăхри территори те хитреленнине палăртрĕ. Тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте пысăк активлăх кăтартнă И.Волкова пенсионеркăна, В.Елизаров предпринимателе Хисеп грамотисем парса чысларĕ.

Чăваш Енĕн "тĕп медикĕ" республика пуянлăхĕ çынсем пулнине, хамăрăн сывлăха упрасси ытларах хамăртан килнине, малашне те республикăри ялсенче пурăнакансен сывлăхĕшĕн тимлесе çĕнĕ ФАПсем уçассине палăртрĕ.

Пухăннисене Е.Сапаркина, П.Краснов саламларĕç. Ялти ветерансен канашĕн председателĕ И.Волкова хăйсен тăрăхĕнче çакăн пек çĕнĕ ФАП уçнăшăн республика, район пуçлăхĕсене тав турĕ. "АСК-Яльчики" ОООн ĕç тăвакан директорĕ, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ Ю.Галкин ялта сывлăх сыхлавĕн капмар çурчĕ çĕкленсе ларнишĕн хĕпĕртенине пĕлтерчĕ. "Стройэнергосервис" ООО ертỹçи А.Нягин (шăпах ăна çак организаци кĕске вăхăтра туса лартнă) В.Сазонова фельдшерицăна уçă панă хыççăн сумлă хăнасемпе Алена Зайцева шкул ачи хĕрлĕ хăйăва касса ФАПпа кĕрсе паллашрĕç.

Тăрмăшсемпе Хĕрлĕçырсем те кĕске вăхăт хушшинче çĕкленсе ларнă çĕнĕ ФАП умне йышлăн пухăннă. Фельдшерпа акушер пункчĕ культура çурчĕпе вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк çумĕнче вырнаçнăран çак тăрăх тата илемленнĕ. Унăн территорине чечексем лартнă, пĕчĕк кỹлĕ те чавнă... Ларса канма сак вырнаçтарнă.

Тăрмăшсемпе Хĕрлĕçырсен халĕччен фельдшерпа акушер пункчĕн хăйĕн ятарлă çурчĕ те пулман. Çавăнпа та республика пуçлăхĕсем ял çыннин сывлăхĕшĕн хытă тимленĕшĕн чăннипех хĕпĕртенĕ.

Хальхи йышши ФАПа уçнă савăнăçлă самантра маларах асăннă сумлă хăнасем, ку тăрăхри хуçалăхсен ертỹçисем хутшăнчĕç. Шупашкартан килнĕ хăнасем ял çыннисене паллă пулăмпа саламларĕç. Николай Миллин юлашки çулсенче ял çыннисен пурнăçĕ лайăхланса пынине палăртрĕ. Владимир Викторов Хĕрлĕçырсен фельдшерпа акушер пункчĕ республикăри 135-мĕш пулнине, çавăн пекех вăл республикăра çынсен пурăнас кун-çулĕ ỹссе пынине - пĕлтĕр вăл 71 çулпа танлашнине, Чăваш Енĕн 17 пин ытла çынни 85 çултан иртнине, 100 çулхи юбилейне 98 çын паллă тунине палăртрĕ.

ФАП туса панăшăн ял çыннисен ячĕпе О.Порфирьева тав сăмахĕсем каларĕ.

Икĕ ялта та культура ĕçченĕсем пухăннисене савăк юрăсемпе тыткăнларĕç. Юлашкинчен ватти-вĕтти çĕнĕ ФАПа кĕрсе унти хăтлăха хакларĕ.

Хаклав

Л.ГЕРАСИМОВА, Кỹлпуç ялĕнчи ваттисен канашĕн ертỹçи:

- Çын ватăлса пынă май чир-чĕрĕ те ытларах çакланать, вăй-халĕ те хавшать. Çавна май кỹршĕ ялта ФАП уçăлни пирĕншĕн питĕ лайăх. Елчĕке кайса вăхăта ирттермелле мар. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса 1,5 çухрăм утатăн та пĕрремĕш пулăшу илетĕн. Йывăртарах чирлĕ çын патне фельдшер хăй çитет.

А.МАРТЫНОВ, Тăрмăш ялĕ:

- Пирĕн ялсенче çĕнетỹ тапхăрĕ хыççăн тунă пĕрремĕш çĕнĕ объект ку. Чи пахи вара - республика, район пуçлăхĕсем ял халăхĕн сывлăхĕшĕн тăрăшни.

В.КИРИЛЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика