Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача тирпейлĕхе курса, сывă çитĕнтĕр

12 августа 2017 г.

Ача тирпейлĕхе курса, сывă çитĕнтĕр

Районти пĕтĕмĕшле, хушма пĕлỹ паракан шкулсене, ача сачĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илнине тĕрĕслес тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Галина Анисимова ертсе пынă ушкăнсем районти вĕренỹ учрежденийĕсене çитсе курчĕç, çу вăхăтĕнче тунă ĕçсене хак пачĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пыракан ушкăн вĕренỹ учрежденисене çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслессине Елчĕкри ача сачĕсенчен пуçларĕ. "Чебурашка" тата "Хĕвел" ача сачĕсем иккĕшĕ те çĕнĕ стандартсене пăхăнса ĕçлеççĕ, кунта пысăк опытлă, пултаруллă специалистсем тăрăшаççĕ. Ача сачĕсене Елчĕк ачисем кăна мар, таврари ялсенчен те ача-пăча йышлă çỹрет. Тирпей-илем ыйтăвĕ çине Николай Петрович яланах пысăк тимлĕх уйăрнă, çавăнпа хальхинче те тĕрĕслев тирпейлĕхрен пуçланчĕ. Вăл çапла пулмалла та, ача мĕн пĕчĕкрен тасалăхпа тирпейлĕхе курма, туйма вĕрентĕр, пурнăçра малашне хăй те таса чунлă, ырă кăмăллă та тирпейлĕ пултăр. Хальхи ача сачĕсемпе шкулсем пурте чечек ăшĕнче, вĕрентекенсемпе воспитательсем вĕсене çулсерен çĕнетсе пырассипе тимлеççĕ. Тĕрĕслеве хутшăнакан специалистсем те ача сачĕсенче пысăк çитменлĕхсем курмарĕç, ырă сĕнỹсем парса хăварчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çивĕч куçĕ кăна хăш-пĕр çитменлĕхсене асăрхарĕ: карта юписене, йывăç тунисене шуратса çитереймен, алăк тăпси авăннă, хăлăпĕсем силленеççĕ... Шăпăрлансем аслисенчен ютшăнманни, ача сачĕсенче вĕсене килĕшнине пĕлтерни те ырă пулăм. Эппин, кунта вĕсене лайăх пăхаççĕ, аталанма майсем çителĕклĕ.

Шкул çумĕнчи çĕр лаптăкĕсемпе тухăçлă усă курасси тепĕр пĕлтерĕшлĕ ыйту. Чылай шкул коллективĕ ачасен апатланăвĕ сĕтеклĕ те усăллă пултăр тесе вăй-халне те, вăхăтне те шеллемест. Пахча çимĕç лартса ỹстерес ĕçе ачасене хăйсене те явăçтарни тата пахарах - вĕсем ĕçе хăнăхса ỹсеççĕ, ĕçлекен çынна хисеплеме вĕренеççĕ. Таяпа Энтри, Кĕçĕн Таяпа шкул коллективĕсем пысăках мар пулин те шкул пахчисенче мĕнпур пахча çимĕçе çитĕнтереççĕ. Елчĕкпе Патреккел шкулĕсенче те кашни класс хăйсене уйăрса панă лаптăксем çинче тăрăшать. Çапла майпа ачасен апат укçине те чылай йỹнетме май тупаççĕ. Тĕлĕнмелле пулин те, Кивĕ Эйпеçре шкул çумĕнчи пысăк çĕр лаптăкĕпе пачах та усă курмаççĕ. Ку шкул коллективĕн ыттисенчен тĕслĕх илмелĕх пур.

Шкул тулашĕнчи кăна мар, шалти тирпейлĕх те воспитани процесĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни шкулта тенĕ пекех кăçалхи Экологи, Амăшĕпе ашшĕн çулталăкĕсене халалланă стендсем тирпейлĕн вырнаçтарнă, чỹрече каррисене жалюзисемпе ылмаштарса пыни, классенчи тата коридорти сĕтел-пукана çĕнетни те тирпейлĕх кĕртет. Энерги перекетлекен çутăсем, çĕнĕ йышши светильниксем вырнаçтарни вара пỹлĕмсене татах та ăшăтаççĕ. Елчĕк шкулĕнче çак енчен çулсерен нумай çĕнĕ улшăну тăваççĕ, кану вăхăтĕнче ачасене интернетпа усă курма, çĕнĕ йышши вăйăсемпе кăсăкланма майсем туса панă. Ирĕксĕрех 35-40 ачаллă шкулсенче вĕренекенсен условийĕсемпе пысăк шкулсенчине танлаштаратăн. Ачан тăтăш аталанмалла-çке, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухас тесен паянах унăн урапи çине лармалла!

Тарăн пĕлỹпе воспитани илнипе пĕрлех ачасен сывлăхне çирĕплетесси те пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту. Юлашки çулсенче физкультурăпа спорт ыйтăвĕ çине пур çĕрте те пысăк тимлĕх уйăраççĕ, районта çамрăк спортсменсене аталанма та майсем хушăнсах пыраççĕ. А.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ çак енĕпе пысăк ĕç тăвать. Хальхи вăхăтра "Улăп" спорт керменĕнче пысăк юсав ĕçĕсем вĕçленсе пынă май, Ырсамайĕнчи спорт залĕ пушă ларманни савăнтарчĕ. Аслăрах çулсенчи арçынсем кунта сĕтелçи теннисĕпе выляса киленетчĕç. "Улăпра" вара кăçал чăннипех те пысăк ĕç пурнăçланă: вĕри шыв килекен пăрăхсене, бассейнăн чашшине улăштарса çĕнетнĕ. Çитес кунсенче кермен хăйĕн алăкĕсене уçĕ.

Физкультурăпа спорт та тасалăхпа тирпейлĕхе кăмăллать. Иртнĕ çулсенче спорт инвентарĕсене тирпейлĕн упракан Кĕçĕн Таяпа тата Çирĕклĕ Шăхаль физкультурникĕсене тĕслĕх вырăнне хураттăмăр пулсан, халĕ ыттисем те вĕренсе пыраççĕ курăнать. Акă Патреккелти спорт залне кĕрсен татах та савăнтăмăр. Александр Адюков вĕрентекен тăрăшнипе пỹлĕмсене çĕнетсе тирпейленĕ, спорт инвентарĕсене вара музейринчен те тирпейлĕрех вырнаçтарнă. Ăмсанмалăх спорт хатĕрĕсем те, спортри пысăк çитĕнĕвĕсем те пур! Хăш-пĕр шкул коллективĕсене хальхинче те ырă тĕслĕхе илме сĕнес килет.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пыракан ушкăнри специалистсем кашнийĕ хăй енчен кирлĕ нормăсене тĕрĕслерĕ, çитменлĕхсене çывăх вăхăтра пĕтерме каласа хăварчĕ. Пĕтĕмĕшле вара, шкулсемпе ача сачĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрри курăнчĕ.

Елена ИГНАТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика