Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăмпа - хăтлă шкулсене

12 августа 2017 г.

Леонард Левый ертсе пыракан ушкăн чи малтанах Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти пуçламăш классем вĕренекен "Паха пĕлỹ" çуртĕнче пулчĕ. Кунти 10 класра 210 ача вĕренет. Вăл шутран кăçал пĕрремĕш класа 72 ача килмелле. Классем пĕринчен тепри килти пекех ăшă, çутă та хăтлă, илемлĕ. Кашнийĕнчех хальхи йышши материалсенчен тĕрлĕрен стендсем хатĕрленĕ. Ачасем паянхи самана ыйтнă хăтлă классенче вĕренччĕр тесе педагогсем çулсеренех çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртсе пыраççĕ. Кĕçĕн классен учителĕсем ашшĕ-амăшĕпе туслă, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пурăнни сисĕнет. Ахальтен мар ашшĕ-амăшĕ классенчи юсав ĕçĕсенче пулăшу аллине тăсать.

Пуçламăш классенчи хитрелĕхе ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн преподавателĕсен ăша хывсан та пит аван. Пỹлĕмсенчи ăшăлăх, капăрлăх пĕчĕккисене тата та хăйсем патне йыхăрĕ.

Унччентерех кунти шкул ачисене апат çитересси çивĕч тăратчĕ. Паян вĕренекенсем ятарлă столовăйра апатланни кăмăла çĕклет.


Районта 16 шкул, 4 ача сачĕ тата хушма пĕлỹ паракан 3 учреждени шутланать. 2017-2018 çулхи вĕренỹ çулĕнче, маларах палăртнă тăрăх, районти шкулсене 1880 ача килмелле, вĕсенчен 172-шĕ пĕрремĕш класа.


Районти психологипе педагогика тата медицинăпа социаллă пулăшу кỹрекен центр 62 сусăр ачана тĕрлĕ енлĕ пулăшу парас енĕпе тимлет. Вĕсенчен 5-шĕ йывăр чирлĕ. Кунти специалистсем шкулсенчи сенсор пỹлĕмĕсенче сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак вĕренекенсемпе ĕçлеççĕ. Елчĕксем "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыркăмăллăх марафонне хывнă укçа-тенкĕрен 15 пин тенкĕне шăпах çак центр валли уйăрнă.

Çапах та "Паха пĕлỹн" коридорĕнче, картишĕнче йĕркелĕхшĕн тăрăшманни те курăнчĕ.

Çĕнĕ Пăвари "Илемпи" ача садне çуллахи вăхăтра 18 шăпăрлан çỹрет. Сентябрьте вара йыш аванах хутшăнмалла - 50 ачана кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Ача сачĕн пỹлĕмĕсенчи, коридорти урайсене сăрланă.

Пĕлỹ кунĕнче Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкула 103 вĕренекен утĕ. Пĕрремĕш хут парта хушшине ларакансем - çиччĕн. Вуннăмĕшне килес текенсем вара пĕрремĕшсенчен те сахалтарах - пиллĕкĕн çеç. Çавăнпа та кăçал кунта вуннăмĕш класс пуласси шиклентерет. Кỹршĕре, Курнавăш шкулĕнче, вуннăмĕш класа килес текенсем - саккăрăн. Ирĕксĕрех çывăх шкулсенчи вуннăмĕш классене пĕрлештерес шухăш çуралать.

Ытти шкулсемпе танлаштарсан, Çĕнĕ Пăвасем хальхи пурнăç таппипе сиксе пырайманни, хитрелĕхе чунпа туяйманни классене кĕрсен те, спорт залĕнче те тỹрех курăнчĕ. Хăш-пĕр классене йывăç алăксем лартма май тупнă-ха вĕсем, анчах çĕнĕлĕхсемпе савăнмалли нимех те çук. Тĕксĕм классем, пушă стенасем, çĕмрĕк чỹречесем... Спортзал кăмăла тата сỹрĕклетет. Чỹречесем, светильниксем çинчи эрешмен каррисене те çуса тасатайман... 2013 çулта тунă санузелсенчи светильниксемпе умывальниксем тутăхнă. Шкул тăрринчен шыв анать, çавна май пỹлĕмсенче кăвакарнă шăршă кĕрет.

Классенчи стенасем çап-çара пулсассăн та коридор пирки апла калаймăн. Иккĕмĕш хутри стендсем куçа илĕртеççĕ. В.Горшков библиотекарь çак тăрăхри тăватă ялăн историне тем анлăш стенда вырнаçтарнă. Аваллăхăн пуян историйĕпе паллашма çав тери кăмăллă. Çулталăкри паллă пулăмсене халалланă стендсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Столовăйра типтерлĕ, пур çĕрте те йĕркелĕх хуçаланать.

- Çур ĕмĕре эпир ĕçре ирттеретпĕр, çавăнпа та илемлĕ те капăр ĕç вырăнĕ ĕçлес кăмăла та ỹстерет, - тесе палăртрĕ Леонард Васильевич учительсемпе калаçу пуçарнă май.

Курнавăш шкулĕнче юсав ĕçĕсем нумай пурнăçланă. 44 алăк улăштарнă. Кăçал шкула "Нива" агрофирма та сахал мар пулăшу кỹнипе кăмăллă коллектив.

Кăçал 125 вĕренекене çутă та хăтлă спорт залĕ кĕтет. Н.Порфирьевăпа В.Николаева поварсем ачасене тутлă апат-çимĕçпе сăйлама хатĕр. Улма-çырлана, тĕрлĕ пахча çимĕçе шкул пахчинчех ỹстереççĕ. Столовăй та пуян: хальхи йышши оборудованисем, сĕтел-пукан, савăт-сапа... "Золотая рыбка" ача садĕнче шăпăрлансене пĕчĕкренех чăваш йăли-йĕркине вĕрентсе ỹстереççĕ. Минтерсене, сĕтел çиттийĕсене тĕрленĕ.

Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул йывăç пулсан та çутă кăвак сăрăпа сăрланăран илемлĕн çуталса ларать. Туслă коллектив 51 вĕренекене кĕтсе илме тĕрлĕ ĕçсем туса ирттернĕ. Видеосăнав вырнаçтарма мехел çитернĕ.

Кашнийĕнчех Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн тимĕр алăкне уçса шала кĕрсенех унти илемлĕх чун-чĕрене ырă-ырă шухăшсен ытамне путарать. Пуçласа пĕрремĕш класа килекен ултă шăпăрлан та çак илеме асăрхамасăр иртместех ĕнтĕ. Миçе тĕрлĕ чечек ỹстермеççĕ вĕсем палисадникре, пахчари ăнса пулнă панулмийĕсем те тутанса пăхма хистеççĕ. Учителĕсем те пĕринчен тепри çутă кулăллă, ĕçлес хастарлăхĕ иксĕлми пулни тỹрех курăнать. Класĕсем те çутă, чỹречесем çинче илемлĕ тĕслĕ жалюзисем. Çу тапхăрĕнче шыв башни тунă, кабинетсене линолеум сарнă, коридорта çĕнĕ стендсем вырнаçтарнă, столовăйри çĕнĕ сĕтел-пукан та хальхи йышши.

Çирĕклĕ Шăхальти вĕренекенсемпе педагогсем кашни çулах районти, республикăри, Раççей шайĕнчи олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнса вун-вун Хисеп грамотипе диплом çĕнсе илеççĕ. Вĕсене фойене пурне те курăнмалла вырнаçтарнă. Пĕтĕм Раççей шайĕнчи предметсен олимпиадинче Дмитрий Волков физкультурăпа çĕнтерни хăех епле пысăк ỹсĕм! Кунта Олег Осипов физкультурникăн тỹпи те калама çук пысăк.

Тĕмер шкулĕн спорт залĕ те Олег Муравьев ĕçлеме пуçланăранпа ырă енне улшăннă. 45 вĕренекенпе физкультура занятийĕсене ирттерме питĕ меллĕ. Классем те, столовăй та çутă, таса.

Аслă Таяпа шкулĕнче ырă улшăнусем нумай. Паян кунта шкула кĕнĕ çĕрте илемсĕр, ваннă картлашкасене кураймăн. Кăçал ăна тĕпрен юсанă. Классене линолеум сарнă, 35 çул сăрă лекмен 153 чỹречене тăватă хут сăрласа çĕнетни тата мĕне тăрать. Педагогсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕ юнашар тăрса сăрлани савăнăç кỹрет.

Шкулсем пурте Интернетпа çыхăннă, вĕсенче компьютерсен йышĕ ỹссех пырать. Чылай класра проекторсемпе усă кураççĕ. Кашни шкулти кабинетсен алăкĕсем çинче чăвашла тата вырăсла вывескăсем çакăнса тăни куç умне пулчĕ. Малашлăха пăхсан вара чылай шкулта электрооборудование çĕнетес ыйту сиксе тухать. Паллах, вĕренỹ учрежденийĕсене Роспотребнадзор, патшалăхăн пушар асăрхавĕн, Елчĕкри газ участокĕн, полици пайĕн ĕçченĕсенчен пысăках мар асăрхаттарусем пулчĕç. Вĕсене çак кунсенчех пĕтерме сăмах пачĕç ертỹçĕсем.

- Начар ачасем çук, ăнăçсăр ĕçлекен учительсем пур. Çавăнпа та кашни вĕрентекенĕн хăйĕн ĕçĕнче яваплăха туймалла, - пĕтĕмлетрĕ Л.Левый районти пур шкул та паян тесен паян алăкĕсене уçма хатĕр пулнине палăртса.

В.КИРИЛЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика