Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кадетсен çĕнĕ корпусĕ малашлăха çул уçĕ

12 августа 2017 г.

Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Шупашкарта ĕçлĕ çулçỹревпе пулнă. Вăл Совет Союзĕн Геройĕ А. Кочетов ячĕллĕ федерацин Атăлçи округĕн Чăваш кадет корпусĕпе паллашнă.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, "Химпром" генеральнăй директорĕ Сергей Науман, РФ Çар Сывлăш Вăйĕсен Инçет тата Çар транспорт авиацин пайĕн пуçлăхĕ Александр Цылев, ЧР вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, çỹлерех асăннă кадет корпусĕн директорĕ Татьяна Казакова хутшăннă.

Çавăн пекех Михаил Бабич Эгер бульварне, кадет корпусĕн çĕнĕ комплексне тăвакан вырăна çитсе курнă. Савăнăçлă лару-тăрура капсула хунă çĕре хутшăннă, кадетсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçнă, журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă. "Ку федерацин Атăлçи округĕнчи 6-мĕш кадет корпусĕ пулать. Тепĕр вĕренỹ çулĕнче кунта çĕнĕ 400 вырăнлă вĕренỹ учрежденийĕ хута кайĕ. Çĕнĕ йышши çак пĕлỹ çуртĕнче вĕренекенсем кайран çар енĕпе хатĕрлекен аслă шкулсене, чи чаплă вĕренỹ учрежденийĕсене вĕренме кĕрĕç. Кадет корпусĕ çамрăксене сывлăш-космос енĕпе анлă пĕлỹ парĕ. Асăннă кадет корпусне Сызраньти сывлăш çар академийĕпе икĕ çар чаçĕ шефа илĕç. Кунта вĕренме республикăри ачасене кăна мар, ытти регионсенчен те 5-мĕш класран пуçласа илĕç. Кадет корпусĕн кивĕ çурчĕ те юлĕ, унта патриот воспитанийĕ паракан центр, е юнгăсен шкулĕ пулĕ. Çĕнĕ вĕренỹ заведенийĕ çамрăксене кадет енĕпе кăна аталантармĕ, спортри, пултарулăхри ăсталăхсене уçма, пĕр сăмахпа, пур енлĕн аталанма пулăшĕ. Пирĕн партнерсене, çĕнĕ шкул тăвас ыйтăва ырласа йышăннисене пурне те тав сăмахĕ калас килет. Мĕнех, ырă çул пултăр", - тенĕ Михаил Бабич.

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кунран Чăваш Ен, Шупашкар историйĕнче çĕнĕ страница уçăлассине, кадет корпусĕ çамрăксемшĕн юратнă вырăн пулассине шаннине пĕлтернĕ. Малашлăхра кунта паркпа сквер та, футбол уйĕ те, пăр кермен те хута яма палăртнă.

("Хыпар" хаçатран).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика