Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район хаçачĕ яланах çамрăк

12 августа 2017 г.

Район хаçачĕ яланах çамрăк

"Елчĕк ен" хаçатăн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнăранпа 85 çул çитрĕ.

Пирĕн хаçатăн та хăйĕн историйĕ пур, вăл паллă пулăмсемпе пуян. 1932 çулхи августăн 5-мĕшĕнче "Колхоз ялавĕн" пĕрремĕш номерĕ кỹршĕллĕ Патăрьел районĕн хаçачĕн типографийĕнче кун çути курнă. Хаçатăн анлă каçалăкĕ умĕнче пуçласа хамăр районти Василий Наумов тата Павел Щипцов тăнă, вĕсене пулăшаканĕсем, вĕрентсе пыраканĕсем чăваш хутлăхĕнче поэт пулса палăрнă Митта Ваçлей тата унăн шăллĕ Митта Петĕрĕ пулнă.

Пирĕн хаçат хăйĕн ятне пĕр хутчен анчах улăштарнă массăллă информаци хатĕрĕ шутланать, 1932-1997 çулсенче вăл "Колхоз ялавĕ" ятпа тухса тăнă. 20 çул ĕнтĕ вăл вулакансем патне "Елчĕк ен" ятпа çитет.

Район хаçачĕ яланах самана уттипе утать, район историйĕн пĕр вĕçĕмсĕр кĕнекине çырса пырать. Пирвайхи çулсенче районта пурăнакансене пурнăçа çĕнетсе улăштарма чĕнекен, хавхалантаракан вăй пулнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин çулĕсенче фашистла Германие хирĕç пынă вăрçăра совет халăхĕн фронтри, тылри паттăрлăхне, хастарлăхне çутатнă. Малаллахи çулсенче те хаçат хăйĕн умĕнчи тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пынă. Паянхи кун та унăн ĕçĕ пархатарлă. Вăл район экономикипе социаллă пурнăçне, рынок саманинчи хутшăнусене, пурнăçăн тỹнтерле енĕсене анлăн çутатса тăрать.

Район хаçатне тĕрлĕ çулсенче П.Данилов, Н.Осипов, А.Матвеев, Н.Волков, Ф.Майков, И.Васильев, А.Чернов, Н.Алексеев, Н.Филиппов, Е.Поликарпова, И.Петров, В.Наумов, В.Семенов, М.Челяков, Н.Доброхотов, П.Михайлов, А.Миллин, Л.Васильева, А.Тимофеев, А.Карлин, И.Иноходов ертсе пынă. 2004 çултанпа редактор тивĕçне çак йĕркесен авторĕ пурнăçлать.

Пирĕн район хаçатĕнче пултаруллă журналистсем ĕçленĕ. Вĕсен хушшинче П.Щипцов, В.Наумов, Н.Доброхотов, Г.Казаков, П.Печков, Н.Прокопьев, Б.Борлен, А.Емельянов, В.Елкин, В.Вастулова, А.Васильев, Н.Григорьев тата ыттисен ячĕсене асăнма пулать. Паянхи кун та пирĕн хаçат С.Архипова, А.Карлин, В.Кириллова, Е.Петрова журналистсем, ытти техника работникĕсем тăрăшнипе икĕ тĕспе, вулакансен кăмăлне тивĕçтермелле тухса тăрать. Пирĕн хаçатçăсем республикăри пултарулăх конкурсĕсенче çĕнтереççĕ, Хисеп грамотисем çĕнсе илеççĕ. "Елчĕк ен" хаçат та Чăваш Республикинчи информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви йĕркеленипе иртекен социаллă пĕлтерĕшлĕ темăсен конкурсĕнче тăватă хутчен çĕнтерчĕ, 200, 100 пин тенкĕлĕх грантсене çĕнсе илчĕ.

Редакци работникĕсем хаçат валли материалсене тĕрлĕ майпа пуçтараççĕ: ялсене тухса çỹреççĕ, телефонпа çыхăнаççĕ, интернетпа усă кураççĕ. Çапах та пирĕн чи активлă пулăшакансем - вулакансем тата пирĕн штатра тăман сотрудниксем - хаçат тусĕсем пулса тăраççĕ. Вĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш, 40-мĕш çулĕсенче те йышлă пулнă, халĕ те нумай. Хаçатпа çыхăну тытнă, халĕ унран уйрăлман çĕр-çĕр çын хушаматне асăнма пулать. Пичет кăларăмĕ валли материалсем çырнипе пĕрлех вĕсем пире сĕнỹсем параççĕ, пĕр-пĕр çитменлĕх пулсан асăрхаттараççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ район хаçачĕн тиражĕ ĕлĕкхи пекех пысăк. Вăл эрнере икĕ хутчен 4 пине яхăн экземплярпа тухса тăрать. Кашни 1000 çын пуçне çырăнтарнине шутласан пирĕн район хаçачĕ республикăра пĕрремĕш вырăнта тăрать.

Уяв ячĕпе эпĕ хаçатра ĕçлекен журналистсене, ытти работниксене, пичет ветеранĕсене, хисеплĕ обществăлла корреспондентсене, почтальонкăсене, почта çыхăнăвĕнче вăй хуракан ытти работниксене, хамăр вулакансене юбилей ячĕпе саламлатăп, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунатăп. Хамăр хаçатăн 90, 95, 100 çулхи юбилейĕсене те пĕрле кĕтсе илер.

Н.АЛЕКСЕЕВ,
район хаçачĕн тĕп редакторĕ.

Сăнỹкерчĕкре: Александр Карлинпа Светлана Архипова журналистсем, Ольга Владимирова дизайнер, Валентина Кирилловапа Елена Петрова журналистсем, Галина Капсулова тĕп бухгалтер, Зоя Блинова техслужащи, корректор, реклама енĕпе ĕçлекен консультант Оксана Иванова тата тĕп редактор Николай Алексеев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика