Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алюш тетен "хĕрĕсем"

12 августа 2017 г.

Пурнăç шăпи мана 29 çул каялла "Колхоз ялавĕ" хаçата илсе çитерчĕ. Ун чухне редакципе типографи икĕ коллектив шутланатчĕ, çапах та пĕр çемьери пек туслă пурăнаттăмăр. Пĕр профсоюз, комсомол организацийĕсене пĕрлешсе тăраттăмăр. Алексей Синин ертсе пыракан типографи хĕрĕсем шăнкăр-шăнкăр янăравлă илемлĕ кулăпа, çепĕç юрăсем юрласа ĕçленине епле манса кайăн. "Алюш тете", - тесе чĕнетчĕç полиграфистсем хăйсен мастерне. "Ара, кунта Алексей Пантелеймоновичăн тăванĕсем ĕçлеççĕ иккен, пурте тете тесе чĕнеççĕ", - теттĕм чи малтанах. Каярах кăна пĕлтĕм, çывăх тăванĕсем мар иккен. Елчĕксен хăйсенчен аслă çынна, пуçлăх пулсан та, тете тесе чĕнесси йăлара иккен.

Елизавета Зайцева верстальщицăпа Юлия Кузьмина секретарь-машинисткăпа нумаях ĕçлеме тивмерĕ. Вĕсем часах тивĕçлĕ канăва тухрĕç. Елизавета Михайловнăпа Юлия Семеновна кĕрекене ларсан кăна мар, ĕç вăхăтĕнчи канура та çурхи кайăксем пек илемлĕ сасăпа юрăсем шăрантаратчĕç. Вĕсем районти культура çурчĕн сцени çинче пĕрре мар хăйсен илемлĕ сассипе куракансене тыткăнланă. Редакципе типографи, почта çыхăну узелĕн коллективĕсем пĕрлешсе хор йĕркелесе ял çыннисене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарасси ырă йăлана кĕнĕччĕ.

Валентина Яковлевăпа Татьяна Добронравова линотиписткăсем, Галина Черновăпа Лидия Седова печатницăсем, Светлана Карлинăпа Венера Кошкина верстальщицăсем хăйсен ĕçне юратса пурнăçлани курăнатчĕ. Маларах Елена Васильева наборщица хăйĕн ырă ĕçĕпе палăрнă.

Хаçат пичетленĕ кун типографипе редакцин чỹречисенчен çутă часах сỹнмен. Ирхине вара хаçат тиражне почта çыхăну уйрăмне çитернĕ. Нумай та вăхăт иртмен, район хыпарçи почтальонсем тăрăшнипе ял çыннисем патне çитнĕ. Тиражĕ те пĕчĕк пулман - 5-6 пин çемье çырăнса илнĕ ăна.

Пурнăç улшăнса пынă май хаçата ытти районсемпе пĕрлех Шупашкарта пичетлеме пуçларĕç. Линотип машинăсене компьютерсем улăштарчĕç. Маларах аса илнĕ тусăмăрсем хăйсен профессийĕсемпе сывпуллашса урăх ĕçе кỹлĕнчĕç. Кирек ăçта тăрăшсан та яваплăх туйăмĕ пысăк пирĕн ĕçтешĕмĕрсен, тус-юлташсен. Валентина Яковлевăпа Лидия Седовăна, Светлана Карлинăна туслă коллективранах тивĕçлĕ канăва ăсатрăмăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика