Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алăра яланах фотоаппарат

12 августа 2017 г.

Алăра яланах фотоаппарат

Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă Кивĕ Эйпеç каччи Николай Григорьев çар службине Мускавра тăнă. Виçĕ юлташ çар шинелĕсене хывсанах Норильска ĕçлеме кайма ĕмĕтленнĕ. Юлташĕсемпе вăхăтлăха сывпуллашнă Коля яла таврăнсан килĕнче çĕнĕ пỹрт тăвас тесе ăшталаннă. Çăмăл мар ĕç амăшĕпе пиччĕшĕ çине тиеннĕ. Ашшĕ, ĕнерхи фронтовик, пурнăçран час уйрăлнăран, чăвашсен ĕлĕкхи йăлипе тĕп килте кĕçĕннин хунав ямалла. Çакна лайăх ăнланнă Кольăн инçете ĕçлеме тухса каяс ĕмĕтне татма тивнĕ. Шăпах çак вăхăтра редакцинче чылай çул бухгалтерта ĕçлекен аппăшĕ Анна Григорьева каччăна хаçатра фотокорреспондент кирлине пĕлтернĕ. Нумай шутласа тăмасть мал ĕмĕтлĕ çамрăк, часах Чăваш патшалăх издательство комитетĕнчен направлени илсе Совет Союзĕнчи фотокорреспондент профессине вĕрентекен пĕртен-пĕр училищĕне - Уфана тухса каять. Çулталăкран дипломлă специалист "Колхоз ялавĕ" хаçатра ĕçлеме пуçлать. 29 çул хушшинче районти кашни яла, унти çынсене лайăх пĕлсе, палласа çитнĕ вăл. Хăйне те палламан çын юлман тăр. Хаçатра ĕç çыннин сăнỹкерчĕкне кăларни, районти паллă пулăмсене ỹкерсе историре ырă йĕр хăварни калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Яла кайса маттур та харсăр выльăх-чĕрлĕх пăхакана, механизатора сăн ỹкерттерсе килесси темех мар-ха (хаçатçăсем ялсене велосипедпа, мотоциклпа, груз турттаракан автомашинăпа та нумай çỹренĕ). Пĕр-пĕр сăнỹкерчĕке хаçат çине кăларасси вара пĕрре те çăмăл пулман çав тапхăрта. Сăнỹкерчĕксене клише туса кăларнăран Николай Лукиянович кашни эрнере тенĕ пекех Шупашкара командировкăна кайнă. Районсенчи фотокорреспондентсем Пичет çуртĕнчен тухма пĕлмен ун чухне. Клише тăвасси часах пулакан ĕç мар. Çавăнпа Николай Григорьев та, ытти ĕçтешĕсем пекех, хулапа паллашнă, алăран фотоаппарат яман.

Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче редакцин фотокорреспондент валли ятарлă пỹлĕм те пулман. - Пĕр хĕсĕк кĕтесре сăнỹкерчĕксене кăлараттăм. Районти паллă событисем хыççăн, калăпăр, Акатуй иртсен, çĕрĕ-çĕрĕпе ĕçленĕ, - аса илет вăл паян.

Каярахпа, редакципе типографи хальхи çурта куçсан, вăл та, мĕн калăн, хăй музей çурчĕ, ун пек кивĕ çуртсем район центрĕнче çуках, фотокорреспондента уйрăм пỹлĕм панă. Унта вара фотограф çанă тавăрса тăрăшнă.

Николай Григорьев редакцинче вăй хунă стаж - 30 çул. Сăн ỹкерттересси цифра çине куçнă май республикăри хаçатсен фотокорреспондент штачĕ чакрĕ. Çавăнпа та вăл малтанах корректорта ĕçлерĕ. Каярахпа вара урăх ĕçе вырнаçрĕ.

- Питĕ туслăччĕ пирĕн коллектив. Канура та сатурччĕ, общество пурнăçĕнче те пултаруллăччĕ, - аса илет Николай Лукиянович.

Яланах ăшă кулăпа ăшăтакан, шỹтлеме юратакан Николай Лукиянович сăваплă ĕçрен те пăрăнман. Вăл 43 хутчен юн парса вун-вун çын пурнăçне çăлса хăварнă, "Хисеплĕ донор" ята тивĕçнĕ.

Ĕçтешĕмĕр паян та редакци пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе интересленсех тăрать. Пирĕн хаклă тусăмăр юратнă мăшăр, ырă атте, ытарайми кукаçи. Николай Лукияновичпа Луиза Леонидовна виçĕ хĕр пăхса ỹстернĕ. Кашнине аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Ыйхă мĕнне пĕлмест кил хуçи: тул çутăлсанах ура çинче. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ Григорьевсем. 65 çулта тесе калаймăн хаклă та çывăх тусăмăра. Юлташсенчен пуян вăл. Пурте ăна тĕл пулсан сывлăх сунаççĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăнỹкерчĕкре: Н.Григорьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика