Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат манăн пурнăçра

12 августа 2017 г.

Николай МИЛЛИН,
район администрацийĕн пуçлăхĕ.

- Елчĕк районĕ йĕркеленнĕренпе 90 çул, "Колхоз ялавĕ" ("Елчĕк ен") хаçат тухма тытăннăранпа 85 çул çитнине район историйĕнчи паллă пулăм вырăнне хурса хаклатăп.

Район хаçачĕ утса тухнă хăйĕн сумлă кун-çулĕнче тĕрлĕ ăрури йышлă вулакана хăй тавра пуçтарма пултарнине çулсем иртнĕ хыççăн, пушшех, çирĕплетсех калама пултаратпăр. Мĕншĕн тесен хаçат страницисенче кашни çын хăйĕн чунне çывăх, çав вăхăтрах усăллă, кирлĕ информацие тупса вулама пултарать. Хаçат суйласа илнĕ çул-йĕр те тĕрĕс тесе шутлатăп: вăл тĕрлĕ пулăмсем, çитменлĕхсем çинчен уççăн, хăюллăн каласа кăтартать. Тĕрĕс критика вара лайăхрах, тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать.

Журналистсен пултарулăхне те тивĕçлипе хакламалăх пур. Вĕсенчен чылайăшĕ редакцире нумай çул ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă. "Прогресс" ялхуçалăх предприятийĕн ертỹçинче ĕçленĕ чухне те, халĕ те ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тĕслĕхлĕ ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тишкерỹллĕ куçпа хакласа çырса кăтартнисене кăсăкланса вулатăп. Ку темăна çутатакан журналистсем хăйсен тивĕçне лайăх пĕлни, ялхуçалăх темине яр уççăн, тĕплĕн çутатма пултарни савăнтарать. Район аталанăвĕнче ялхуçалăх отраслĕ тĕп вырăнта пулнă чухне çапла пулма кирлĕ те. АПК ĕçĕ-хĕлĕ район пурнăçĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусем малашне те хаçат страницисенче пысăк вырăн йышăнасса шанса тăратăп.

Луиза ВИКТОРОВА,
РСФСР культура ĕçĕн отличникĕ, Çĕнĕ Пăва ялĕ.

- Хамăн пурнăçăн 41 çулне библиотекăра ĕçлесе ялта пурăнакансен ăс-хакăлĕпе культурине аталантарассишĕн пĕтĕм вăя хурса тăрăшрăм. Хăй вăхăтĕнче манăн ĕçе районта та, патшалăх шайĕнче те тивĕçлипе хакларĕç.

Ватлăхра - халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та хаçат-журнал вуламасăр пурăнаймастăп. Уйрăмах район хаçатне - "Колхоз ялавне", хальхи вăхăтри "Елчĕк ене", юратса вулатăп. Хаçат урлă эпир республикăра, районта пулса иртекен хыпарсемпе паллашатпăр. Нумай çул редакцире ĕçлекенсем хушшинче манăн юратнă юлташсем те пур. Вĕсем хăйсен статйисенче шухăшсене уççăн, чун-чĕрене пырса тивмелле палăртма пултарни савăнтарать.

Хальхи вăхăтра район хаçатĕнче "Иртнĕ кунсен çул çырăвĕ" ятпа номертен-номере тухса тăракан информацисен пуххи те килĕшет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче çĕршыври политикăри лару-тăру улшăннă тапхăрта хаçатра пичетленнĕ йĕркесене вуласан çав вăхăтри пурнăç куç умне тухса тăрать.

Александра АНИСИМОВА,
ĕç ветеранĕ, Тỹскел ялĕ.

- Ĕлĕкех, эпир ача чухне "Колхоз ялавĕ" хаçата пурте çырăнса та илеймен. Пурпĕрех, алăран-алла çỹретсе пулин те, ăна вулама тăрăшаттăмăр. Шкул пĕтернĕ хыççăн, 1960-мĕш çулта Кармал ялĕнче культработник пулса ĕçленĕ чухне клубра район хаçатне подшивка туса пыраттăмăр - унăн пĕр номерне те çухатман. Фермăра, уй-хирте ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçма хатĕрленнĕ чухне те алăра ялан район хаçачĕ пулнă. Каярахпа, районти статистика уйрăмĕнче ĕçленĕ çулсенче те, "Колхоз ялавĕпе" тачă çыхăну тытма тỹр килнишĕн савăнатăп. Çав çулсенче эпĕ çырнисем кунта тăтăшах пичетленетчĕç. Ун чухне мана редакцире ялхуçалăх пайĕнче ĕçлекен Александр Васильев нумай пулăшатчĕ. Уншăн ăна пысăк тав сăмахĕ калатăп.

Светлана БАРИНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Кушкă ялĕ.

- Район хаçатне почтальон киле илсе çитерессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Мĕншĕн тесен унта районта, республикăра пулса иртекен пĕтĕм информаципе туллин паллашма пулать-çке. Вăл ялхуçалăх пурнăçне, вĕренỹри, медицинăри, культурăри пулăмсене вĕçĕмех уçăмлăн кăтартса парать, саккунсемпе паллаштарать, ватă çынсен кун-çулне çутатать.

"Елчĕк ене" вуласан район пурнăçне, унăн çитĕнĕвĕсене çывхартма хама çамрăксемпе тан хутшăннăн туятăп. Хаçат савăнăç парать, хавхалантарать. Юратнă "Елчĕк енĕм", малалла та нумай çул санпа пĕрле пуласчĕ!

Светлана АРХИПОВА ыйтса пĕлнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика