Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăмра "Колхоз ялавĕ"…

12 августа 2017 г.

1945 çулхи çу уйăхĕн малтанхи кунĕсем. Эпĕ, тăватă çулхи ача, кăнтăрла вăхăтĕнче уй-хирте ака тăвакан ачасем çумĕнче хăршăлса çỹретĕп. Вĕсем, çĕтĕк тумланнăскерсем, шкул вĕренмелли ачасем, кỹлсе ĕçлеме вĕрентнĕ ĕнесемпе çĕртме пуссине сỹрелеççĕ.

Манăн асăмран çак пулăм ĕмĕрне те тухмасть пуль. Кĕçех вĕсем патне пĕр арçын (агитатор пулнă ĕнтĕ вăл) васкаса килчĕ те савăнăçлă хыпар пĕлтерчĕ: "Пирĕн салтаксем рейхстаг çине Çĕнтерỹ ялавне çирĕплетнĕ. Часах вăрçă вĕçленет". Çак сăмахсене илтсен ачасем пурте у-р-р-а! кăшкăрчĕç.

Вăл вăхăтра ялав сăмах манăн асăма ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă. Ялав. Пĕлтерĕшĕ пысăк унăн. Миллионшар совет салтакĕ фашиста хирĕç Хĕрлĕ ялавпа çĕкленнĕ. Ĕçре пысăк çитĕнỹсемпе палăракан коллективсене куçса çỹрекен Хĕрлĕ ялав парса хавхалантарнă. Мала тухакан ĕçченсене сумласа район администрацийĕн çурчĕ умĕнче паянхи кун та Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕклеççĕ.

Фронтран таврăннă атте 1946 çулта "Колхоз ялавĕ" хаçат çырăнни халĕ те асра. Хаçат ятĕнче ялав сăмах пулнăран вăл маншăн питĕ çывăх пулнине туйса илтĕм эпĕ. Çапла вара манăн район хаçачĕн шултăра саспаллийĕсем букварь вырăнне пулчĕç - хаçат пулăшнипе эпĕ вулама тата çырма хăнăхрăм.

Елчĕк районĕ 1962-1964 çулсенче Патăрьел районĕн тытăмĕнче пулнă çулсенче "Колхоз ялавĕ" тухса тăма пăрахрĕ, çавна май пĕр хушă пурнăç кичемленчĕ.

1965 çулта район хаçачĕ çĕнĕрен тухса пыма тытăнсан район хыпарĕсемпе савăнсах паллашма пуçларăмăр. Вăхăтлăха çухатнă туса çĕнĕрен тупнăн туйăнчĕ çак пулăм пирĕншĕн. Район халăхне Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă салтаксен списокĕпе паллаштарчĕ "Колхоз ялавĕ", район историйĕпе çыхăннă материалсем кун çути курма пуçларĕç.

Район çĕнĕрен йĕркеленнĕ вăхăтра эпĕ Аслă Пăла Тимеш шкулĕнче ачасене вĕрентеттĕмччĕ. Çавăн чухне 11-мĕш класра вĕренекен Иван Павлович Иноходова район хаçатне корректора ĕçлеме илни халĕ те асрах. Каярах И.Иноходов професси картлашки тăрăх хăпарса пырса тĕп редактора çитрĕ. "Елчĕк ен" хаçатра паянхи кун та пултаруллă журналистсем ĕçлеççĕ. Николай Васильевич Алексеев тĕп редактор хаçат страницисенче Тĕмер ялĕн тата чиркĕвĕн историне çырса пыни, каярах кĕнекесем калăпласа кăларни районта пурăнакансемшĕн пысăк парне пулчĕ, хăйсен ял кун-çулĕпе интересленекенсене тĕпчев ĕçне кỹлĕнме хистерĕ.

Район халăхне ялхуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата вĕсен ĕçченĕсемпе, ĕçлĕ ăмăртури çитĕнỹсемпе Светлана Архипова хаçатра тăтăшах паллаштарса пырса сăваплă ĕç пурнăçлать. Валентина Кириллован çынсен шăписене уçса паракан статйисене хĕрарăмсем пĕр-пĕринчен уйрăлаймасăр сỹтсе яваççĕ. 15 çул ытла район хаçатĕнче тăрăшакан, творчество конкурсĕсенче ỹсĕмсем тăвакан Елена Петрова вулакансен юратнă журналисчĕ пулса тăчĕ. Хаçатăн тĕп редакторĕнче, унăн çумĕнче, чылай çул ответлă секретарьте тăрăшнă Александр Карлин пысăк ăсталăхлă пулнипе палăрчĕ.

Район хаçачĕ тухса тăма пуçланăранпа вулакансен 4 ăрăвĕ ỹссе çитĕнчĕ. Асаттесемпе асаннесем вуланă район хаçатне халĕ пирĕн мăнуксем вулаççĕ. Çапах та 85 çулхи юбилейне паллă тăвакан хаçат ватăлмасть-ха. Унăн страницисенче пичетленекен статьясене вулакан кĕтет.

Хальхи вăхăтра район хаçачĕн кашни номерĕнчех çуралнă кун тата юбилей ячĕпе, пĕрлешсе çемье çавăракансене саламланине куратпăр. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче хаçатра саламсем пичетлесси йăлара пулман. Çакăн евĕр салама пуçласа 1972 çулхи юпа уйăхĕнче Аслă Пăла Тимеш ялĕн каччи Станислав Сапожников çемье çавăрнă ятпа саламлани халĕ те асра.

Эпир, район хаçатне вулакансем, тăван хаçатăмăра чунтан-чĕререн юрататпăр, унпа мăнаçланатпăр, савăнатпăр. Вăл малашне те вулаканăн çывăх юлташĕ пуласса шанса тăратпăр.

Илья ТРОФИМОВ.
Кушкă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика