Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ сăнỹкерчĕкри çывăх çынсем

12 августа 2017 г.

Кивĕ сăнỹкерчĕкри çывăх çынсем

Ку сăнỹкерчĕке чылай çул каялла - 1978 çулта Шупашкарта тунă. Елчĕк районĕн хаçачĕн тăватă сотрудникĕ 3 куна Атăл леш енчи кану çуртне кайма тухнă. Пит-куçра савăнăçлă кулă çиçет, чун-чĕре хаваслăн тапать. Çамрăклăх çапларах çав.

Хаçат вулаканĕсенчен чылайăшĕ çамрăк хаçатçăсене палласа илчĕ пулĕ ĕнтĕ. Çапах та ыттисене те паллаштарар-ха. Сулахайра тăракан шурă çĕлĕклĕ, кĕрнеклĕ арçын - хаçатăн яваплă секретарĕ Анатолий Сергеевич Емельянов. Хаçат редакцийĕнче вăл 8 çул ытларах ĕçлерĕ. Ун хыççăн "Коммунизм ялавĕ" хаçатăн кăнтăр районĕсенчи ятарлă корреспондентĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варричченех ăнăçлă ĕçлерĕ. Паян вăл Курнавăш чиркĕвĕн настоятелĕ. Чиркĕве çỹрекенсем юратаççĕ, хисеплеççĕ ăна. Анатолий Емельянов протоиерей тăрăшнипе Курнавăш чиркĕвĕ районта кăна мар, республикăра та чи илемлĕ, чи хитре чиркỹсенчен пĕри пулса тăчĕ.

Сулахайран иккĕмĕшĕ - Николай Лукиянович Григорьев фотокорреспондент. Ун çинчен паянхи хаçатăн 4-мĕш страницинче çырса кăтартнă.

Сăнỹкерчĕкри виççĕмĕш ĕçтеш - Александр Анатольевич Васильев, редакцин ялхуçалăх пайĕн заведующийĕ. Хаçатра вăл чĕрĕк ĕмĕре яхăн вăй хучĕ. Критикăллă материалсем çырма юрататчĕ. Унра журналистăн чи паха енĕсенчен пĕри - материалсене хăвăрт çырма пултараслăх лайăх аталаннăччĕ. Каярахпа тăван ялĕнче колхоз председателĕнче, Елчĕкри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра вăй хучĕ, унтан тивĕçлĕ канăва тухрĕ.

Сăнỹкерчĕкри тăваттăмĕш журналист - Элекçей Тимеш ялĕнче çуралса ỹснĕ Геннадий Петрович Егоров. Йошкар-Олари вăрман институтне пĕтернĕ хыççăн пирĕн патăмăрта çырусен пайĕн заведующийĕ пулса ĕçлерĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче республикăри хаçат-журналсенче Геннадий Егоровăн чăваш халăхĕ мĕнле пулса кайни, унăн авалхи тăхăмĕсем çинчен статьясем пичетленме пуçларĕç. Çак темăпа вăл халĕ те ĕçлет. Унăн наукăри ĕçĕсем ăсчахсене те, вулакансене те кăсăклантараççĕ.

Пирĕн ĕçтешĕмĕрсем халĕ çулĕсемпе çамрăк мар ĕнтĕ. Апла пулин те кашнин юратнă ĕçĕ, çемйи пур. Апла пулсан, пурăнатпăр-ха.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика