Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш командировка

12 августа 2017 г.

Аслă шкула вĕренсе пĕтерсе виçĕ уйăхлăх çар лагерĕнче сборта пулнă хыççăн килте ларас килмерĕ, темиçе кунтанах направленипе янă "Колхоз ялавĕ" хаçат редакцине ĕçе тухрăм. Ялхуçалăх пайĕн корреспонденчĕн вырăнĕнче темиçе кун яваплă секретарь панă хушусене пурнăçларăм. Виççĕмĕш кунне ирхине парти райкомĕн бюровĕн ларăвĕнчен таврăннă хаçат редакторĕ Лидия Алексеевна Васильева мана хăй патне чĕнсе илчĕ те: "Паянхи канашлура Ленин ячĕпе хисепленекен колхоза çĕрулми кăларса пуçтарасси питĕ япăх пынă пирки критиклерĕç. Хуçалăха кайăр та материал хатĕрлесе килĕр", -_ терĕ.

Район хаçачĕсенче практикăра виçĕ çул пулнăран вăл мĕн каласа пĕтерейменнине те ăнлантăм: колхоза каймалла, çĕрулми кăларса илессине вăраха янăшăн хуçалăх ертỹçисене критиклемелле.

1981 çул шăрăх тăнăран тĕш тырă, выльăх апачĕлĕх культурисем тухăçпа савăнтармарĕç. Ун вырăнне сентябрь уйăхĕнче йĕпе-сапа тăчĕ. Çĕрулми кăларасси вăраха тăсăлни çакăнпа çыхăнни паллăччĕ ĕнтĕ.

Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн çĕрулми лаптăкĕ Елчĕкпе Аслă Елчĕк ялĕсем хушшинче, сулахай енче вырнаçнăччĕ. Уйра халăх йышлă, 6 трактор копалкăпа ĕçленине шутласа кăлартăм. Унтах колхоз председателĕпе Василий Андреевич Горшковпа, колхозăн тĕп агрономĕпе Иван Васильевич Шаковпа тĕл пултăм. Василий Андреевич, маларах парти райкомĕн организациллĕ пай заведующийĕ пулса ĕçленĕскер, журналист мĕн тĕллевпе килнине тỹрех тавçăрса илчĕ:

- Пире критиклеме килтĕр ĕнтĕ, - терĕ.

Эпĕ çĕрулми кăларасси вăраха тăсăлнин сăлтавĕпе кăсăклантăм. Василий Андреевич уйра ĕçлекен халăх пекех урине атă тăхăннă, çийĕнче фуфайка. Çынсемпе лăпкă сасăпа калаçать.

- Итле-ха, шăллăм, çĕрулми мĕн хак тăрать, хăмла мĕн хак тăрать? - чеен ыйтать манран председатель.

- Çĕрулмин пĕр килограмне патшалăх 6 пуспа туянать пулас, хăмла хакне чăнах та пĕлместĕп, - тетĕп.

Председатель хăмла хакне каларĕ. Вăл, паллах, çĕрулминчен темиçе хут хаклăрах пулчĕ.

- Халăх та çакна ăнланать. Эпир хăмла пайне кашни çемьене валеçсе панă. Кашни хăйĕн пайне типĕре татса кĕртме тăрăшрĕ, çак ĕçе ачи-пăчине явăçтарчĕ. 28 гектар çинчи хăмлана алăпа татасси пĕртте çăмăл мар. Кашни гектар 14-шар центнер типĕ хăмла пачĕ. Çыннисем те лайăх укçа ĕçлесе илеççĕ, колхоза та пысăк тупăш кĕрет. Çĕрулмине вара эпир 2-3 кунта пуçтарса кĕртетпĕрех. 140 гектар йышăнать вăл кăçал. Тепĕр 30 гектар ытларах юлчĕ. Çĕрулми пуçтарма кашни кун 150-160 çын тухать. Шкул ачисем те уя уроксем хыççăн тухаççĕ, - лăпкă сасăпа ĕнентермелле каласа пачĕ Василий Горшков.

Хирĕçлеме манăн сăмахăм тупăнмарĕ. Пысăках мар корреспонденцире Аслă Елчĕкре мĕнле лару-тăрура ĕçленине çырса кăтартрăм. Вăл тепĕр куннех хаçатра пичетленчĕ. Редактор материала пичете яма пĕр сăмахсăрах алă пусрĕ. Парти райкомĕнчен ырăпа та, усалпа та сас-хура пулмарĕ.

Пĕрремĕш командировка мана çынна критиклеме, ятлама пуçличчен унăн шухăшне итлеме пĕлмеллине тепĕр хут аса илтерчĕ. Çак йĕркене малашнехи ĕçре те тытса пыма тăрăшрăм.

Ленин ячĕллĕ колхоз вара çав çул чи пысăк тухăçлă хăмла туса илчĕ. Çĕрулмине те юр айне хăвармарĕ. Унăн тухăçĕпе çав çул нихăш колхоз та савăнтараймарĕ. Аслă Елчĕксем ку енĕпе районта вăтаммисем шутĕнче пулчĕç.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика