Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ кунсен çул çырăвĕ 1993 çул

12 августа 2017 г.

Хăваласа çитейĕ-ши?

Эпĕ лайăх пĕлекен çын пиллĕкмĕш уйăх ĕнтĕ тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор туянас тĕллевпе пурăнать. Çакă уншăн çеç мар, пĕтĕм çемйишĕн тахçанхи ĕмĕт шутланать. Ара, таса, хитре кăтартаканскере халĕ ватти те, вĕтти те юратать. Анчах ĕмĕтленни аякран аякка куçса пырать. Телевизорĕ вăл, Елчĕк райповĕнче пиллĕкмĕш уйăх сутăнмасть пулин те, кỹршĕ районсенче, Шупашкарта, Канашра тĕл пулать-ха. Укçине çеç туп. Çакă вара хăратать. Ара, унăн хакĕ эрнесерен ỹссе пырать те. Малтан телевизорĕ 30 пин тенкĕ тăчĕ, унтан - 57 пин тенкĕ. Çакăн чухлĕ укçа пуçтарса хучĕ çеç тавар туянакан - телевизорĕ 75 пин тенке çитсе тăчĕ. Тепĕр темиçе эрнерен, паллах, вăл 75 пин тенкине те пуçтарĕ-ха, анчах телевизорĕ 100 пин тенке çитмĕ тесе кам шантарĕ. Хăваласа çитейĕ-ши пĕлĕшĕм телевизор хакне?

Январĕн 14-мĕшĕ.

Йĕлтĕр йĕрĕ чĕнмест

Иртнĕ çулсенче хĕллехи спорт сезонне йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕпе декабрь уйăхĕнче уçаканччĕ. Анчах хĕлĕн иккĕмĕш уйăхĕ вĕçленет. Елчĕк районĕнче вара уçă сывлăшра пĕр ăмăрту йĕркелемен. Районти физкультурăпа спорт комитечĕ, профсоюзсен "Россия" ирĕклĕ физкультурăпа спорт обществин районти совечĕ ĕç пĕр вырăнта тăнине укçа-тенкĕ сахаллипе, уйра юр çуккипе ăнлантараççĕ. Ĕненесех килмест. Ау! Кĕçĕн Таяпа, Шăмалак вăрманĕсенче, автоçулсен хĕррипе юр лартман-и? Çырса пĕлтерĕр спорт ертỹçисене.

Н.АЛЕКСЕЕВ. Январĕн 21-мĕшĕ.

Çĕнĕ председатель

Коллективлă "Заря" ялхуçалăх предприятийĕнче колхозниксен аслă пухăвĕ пулса иртнĕ. Пухăннисем 1992 çулхи ялхуçалăх çулĕн итогĕсене пăхса тухнă. Унта тĕп специалистсем отчет тунă.

Н.Г.Степанов, тивĕçлĕ канăва тухнă май, хăйне коллективлă ялхуçалăх предприятийĕн председателĕн ĕçĕнчен хăтарма ыйтса заявлени çырнă. Пуху унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Ун вырăнне, пĕр саслă пулса, Александр Михайлович Цапырина суйланă. Вăл унччен хуçалăхăн тĕп агрономĕнче вăй хунă. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Е.Молоствов хутшăннă, сăмах каланă.

А.ВАСИЛЬЕВ. Мартăн 4-мĕшĕ.

Районăн хăйĕн типографи пур халĕ

Пирĕн районта республикăна, кỹршĕллĕ районсене пăхăнса тăракан предприятисемпе организацисен филиалĕсене çирĕм ытла шутласа кăларнăччĕ пĕррехинче...

Кăçал Патăрьел типографийĕн Елчĕкри филиалĕ кỹршĕсенчен уйрăлчĕ. Халĕ вăл Елчĕк типографийĕ шутланать. Пысăках мар коллективăн малашне пĕтĕм ĕçе хăй пĕлнĕ пек йĕркелесе пыма тивет. Хуçалăх расчечĕпе ĕçлекен çамрăк типографи умĕнче малтанхи вăхăтра йывăрлăхсем те çук мар. Çакна шута илсе район администрацийĕ типографие оборудованисем туянма пулăшнă.

Мартăн 27-мĕшĕ.

Пуяннисем, савăнăр: района 20 "Жигули" килнĕ

Астăватпăр-ха, икĕ-виçĕ çул каялла çăмăл автомашина туянасси хăшĕ-пĕрисемшĕн хĕллехи уяр каçхине çутă уйăха тытассипе пĕрехчĕ. Халĕ вара кирек кам кăмăл тăвать - кирек мĕнле автомашина туянма пултарать. Райпо правленийĕн председателĕ П.Карсаков пĕлтернĕ тăрăх, районти потребительсен обществине 20 "Жигули" автомашина уйăрса панă. Автомашинăллă пулас текенсем райпо правленине пыма пултараççĕ. Паллах, хакĕ хăратмасан. "Жигули" 3,2 миллион тенкĕ тăрать.

Н.АЛЕКСЕЕВ. Мартăн 30-мĕшĕ.

Ленина чысласа

Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти учительсемпе вĕренекенсем В.И.Ленин çуралнăранпа 123 çул çитнине халалласа ленинла субботник ирттерчĕç. Шкул территорине тирпей-илем кĕртнĕ çĕре кашни вĕренекенпе вĕрентекен хутшăнчĕ. Çĕкленỹллĕ кăмăл -туйăмпа иртрĕ субботник.

П.ВАСИЛЬЕВ. Апрелĕн 22-мĕшĕ.

Светлана АРХИПОВА пухса хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика