Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкулсенче юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ

09 августа 2017 г.

Виçĕмкун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Леонард Левый вĕренỹ учрежденийĕсен структуринчи улшăнусемпе, çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленес ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Çĕнĕ Пăвари "Илемпи" ача садне вăтам шкулпа пĕрлештернĕ. Яманчỹрелти пуçламăш шкула, Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулăн филиалне, кăçал хупнă. Вĕренекенсене Шăмалак шкулне автобуспа турттарма тытăнаççĕ. Леонард Левый палăртнă тăрăх, çакă чи малтанах Яманчỹрел шкулĕнче вĕренỹ ĕçне йĕркеллĕ пурнăçласа пыма условисем япăххипе, сăмахран, спорт залĕ çуккипе çыхăннă. Спорт залĕ тенĕрен, канашлура Курнавăшра капиталлă юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ спорт залне экран çинче кăтартрĕç. Унăн чỹречисене пластиклипе улăштарнă, стенасене çутă сăрăсемпе сăрланă, урайĕ çирĕп, хитре, алăксене çĕнетнĕ. Республика бюджетĕнчен уйăрнă 972 пин тенкĕпе малтан спорт залне çеç тĕпрен юсама пăхнă. Анчах юсав ĕçĕсем пурнăçлакан организацисен конкурсĕнче хака чакарма май килнĕ. Перекетленĕ укçапа кĕрешекенсен пĕчĕк залне, унти душевойпа туалета, тренер пỹлĕмне подрядчик - Шупашкарти "Строй-Инекс" çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Коллектив пĕтĕм ĕçе вăхăтра, паха пурнăçланă.

"Улăп" физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекса уçни 10 çул çитнĕ. Çавна май ăна вăхăтра юсаса тăни паха. Шупашкартан килнĕ юсав бригадисем бассейна тĕпрен юсанă, шыв парса тăракан пăрăхсене улăштарнă. Вĕсем юсав ĕçĕсене яваплăха туйса вăхăтра, лайăх пурнăçлаççĕ. Строительсем юсав ĕçĕсене августăн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме палăртнă. "Улăп" спорт комплексĕ августăн 20-мĕшĕ тĕлне халăха йышăнма пуçламалла. Кунта юсав ĕçĕсене пурнăçлама район бюджетĕнчен 2600 пин тенкĕ уйăрнă.

Районта пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче, ача сачĕсенче, хушма пĕлỹ паракан учрежденисенче те çу тăршшĕпех юсав ĕçĕсене пурнăçланă. Вĕсен ĕçĕ-хĕлне паян ятарласа йĕркеленĕ виçĕ комисси хак парать.

Ялхуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов вырма ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Пур хуçалăхсенче те тенĕ пекех тырă вырма тухнă. Хăшĕ-пĕрисенче кĕрхи тулла вырса çапаççĕ. Пĕр вăхăтрах выльăх апачĕ, кĕрхи культурăсене акма çĕр хатĕрлеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тыр-пула малтан çулса пăрахса, унтан валемрен çапса илесси кăçалхи çанталăк условийĕсенче чи лайăх пулăм пулнине, васкамаллине, çанталăк лайăхланасса кĕтсе лармалла маррине тепĕр хут аса илтерчĕ.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин Чăваш Республикин Пуçлăхĕн июлĕн 28-мĕшĕнчи хушăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Ен территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетни çинчен аса илтерчĕ. Елчĕк районĕнче те августăн 4-мĕшĕнче чрезвычайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетнĕ. 3 кун хушшинче районта йĕркеленĕ комисси пăр çапнипе, çумăр нумай çунипе сиенленнĕ ялхуçалăх культурисене тĕрĕсленĕ, сăнỹкерчĕксемпе çирĕплетнĕ. Çакăн çинчен çырнă 6 акта Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствине çитернĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика