Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пурнăçĕ: кун хыççăн кун

09 августа 2017 г.

Виççĕмĕш кĕнеке

Районта Вячеслав Захаров баяниста пĕлмен çын çук та пулĕ.

Тăрăм ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕ купăс-баянпа ăста вылянисĕр пуçне сăвăсем çырать, вĕсене юрра хывать. Сумлă юбилей умĕн Вячеслав Германович район хаçачĕн редакцийĕнче виççĕмĕш кĕнекине кăларчĕ. "Асамлă кĕвĕ ытамĕнче" кĕнекере авторăн çĕнĕ сăввисемпе юррисем кĕнĕ.

Аса илтеретпĕр, В.Захаровăн малтанхи кĕнекисем - "Çамрăклăх килет пĕрре", "Кĕçĕн Пăла кĕввисем" ятлă. Вĕсемсĕр пуçне вăл "Юратушăн çунтăр чĕре" магнитоальбом кăларнă.

Арçын ачасем ытларах

Районти ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун тĕлне районта 73 ача çуралнине регистрациленĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен нумайрах.

Тĕпренчĕксем хушшинче арçын ачасем нумайрах. 39 ывăлпа 34 хĕрача ашшĕпе амăшĕн пысăк телейĕ. Ытти кăтартусене илес пулсан: районта 217 çын вилнĕ, 53 çĕнĕ çемье чăмăртаннă, 15 мăшăр уйрăлнă.

Ентешсем ăнăçлă ăмăртнă

Август уйăхĕн пĕрремĕш эрнинче Шупашкарта йывăр атлетика енĕпе тĕнче чемпионатне кайма спортсменсене суйласа илес тĕлĕшпе Раççей чемпионачĕ иртнĕ.

Унта Раççейри 50 регионтан 200 ытларах спортсмен хутшăннă. Чăваш Ен командинчи икĕ енлĕ ăмăртура Яна Мохина, Ирина Баймушкина бронза медальсем çĕнсе илнĕ. Шупашкар спортсменки - икĕ хут Европа чемпионки Наталья Хлесткина 58 кг çитичченхи виçере кăкăр çинчен 108 кг тĕртнĕ, помост çинчен тỹрех 91 кг çĕкленĕ. Çак çĕнтерỹ ăна кăçал ноябрĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 5-мĕшĕччен СШАра иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнма май парать.

Раççей чемпионатĕнче Аслă Пăла Тимешри "Юман" спорт клубĕн воспитанникĕ Анатолий Иноходов (тренерĕ - Александр Портнов) икĕ енлĕ ăмăртура 56 кг çитичченхи виçере 187 кг çĕкленĕ, тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Пĕр уйăх маларах пирĕн ентеш çамрăксем хушшинче Раççейре мала тухмалли ăмăртура кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕччĕ.

Призерсен йышĕнче

Тăвай районĕнчи футбол турнирне пирĕн район спортсменĕсем те хутшăннă.

Район чысне Лаш Таяпа ялĕн футбол команди хỹтĕленĕ. Хĕрỹ тупăшусем хыççăн вĕсем виççĕмĕш вырăна тухнă.

Шăматкун - физкультурник кунĕ

Раççейре çуллен август уйăхĕн иккĕмĕш шăматкунĕнче Физкультурник кунне паллă тăваççĕ.

Кăçал вăл август уйăхĕн 12-мĕшне лекет. Çак куна тренерсем, физкультура учителĕсем, спортсменсем, сывă пурнăç йĕркине тытса тăракан спорт тусĕсем хăйсен праçникĕ тесе шутлаççĕ.

Елчĕкри тĕп стадионта августăн 12-мĕшĕнче "Физкультурник кунĕ" фестиваль иртет. Унта физкультурăпа спортра пысăк çитĕнỹсем тунă çынсене чыслаççĕ. Çавăн пекех мини-футбол, волейбол, дартс тата вăй-хал енĕпе ăмăртусем йĕркелеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика