Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхăмăра чапа кăларнă

09 августа 2017 г.

Халăхăмăра чапа кăларнă

55 çул каялла, çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче, радиопа паллă диктор сасси мăнаçлăн янраса кайнă:

- ...Совет Союзĕнче Çĕр спутникĕн орбитине "Восток-3" космос карапĕ вĕçтерсе янă. Карапа Совет Союзĕн гражданинĕ, космонавт-летчик Андриян Григорьевич Николаев майор тытса пырать.

Вĕçев тĕллевĕ: тĕнче уçлăхĕнчи условисенче вĕçни этем организмĕнче мĕнле палăрни çинчен çĕнĕ кăтартусем илесси, наука сăнавĕсем тăвасси...

Чăваш Республикин Хисеплĕ Гражданинĕ, техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕ, СССР космонавт летчикĕ А.Николаев 1929 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1947 çулта Сĕнтĕрвăрринчи Вăрман хуçалăх техникумне пĕтернĕ, унтан Карелире тăрăшнă. 1950 çулта çар ретне тăнă. 1954 çулта Фрунзери авиаци училищине пĕтерсен Мускав çар округĕн сывлăшран тапăнасран хỹтĕлекен чаçĕнчи летчик-истребитель пулнă. 1960 çулта А.Николаева космонавтсен ушкăнне илнĕ. 1962 çулхи çурла уйăхĕнче пĕрремĕш хут вĕçеве вăл П.Поповичпа пĕрле "Восток-3" тата "Восток-4" спутник-караппа хăпарнă. Çак паттăрлăхшăн ентешĕмĕре Совет Союзĕн Геройĕн ячĕпе пĕрле Ленин орденĕпе "Ылтăн Çăлтăр" медаль панă, çавăн пекех "СССР космонавт летчикĕ" ята та. 1962 çулхи çурла уйăхĕнче ăна Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине пĕрремĕш кĕртнĕ. 1963 çултан пуçласа 1968 çулччен А.Г.Николаев космонавтсен отрячĕн командирĕ пулнă, 1968-1974 çулсенче - Космонавт-сем хатĕрлекен центр пуçлăхĕн çумĕ тата çав вăхăтрах "уйăх программипе" килĕшỹллĕн Уйăх çине вĕçме хатĕрленнĕ. Орбитăра иккĕмĕш хут 1970 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-19-мĕшĕсенче вăл В.И.Севастьяновпа пĕрле "Союз-9" космос карапĕн командирĕ пулса вĕçнĕ. Çав вăхăтри чи нумай вăхăта тăсăлнă экспедици пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх космос медицининче "Николаев эффекчĕ" - космосра нумай вăхăт пулнă хыççăн организм çĕр гравитацине мĕнле йышăнни çинчен ăнлану пулса кайнă. 1970 çулта Андриян Григорьевича Совет Союзĕн Геройĕн "Ылтăн Çăлтăр" медальне иккĕмĕш хут панă.

1974 çултан пуçласа 1992 çулччен А.Николаев Ю.Гагарин ячĕллĕ Космонавтсем хатĕрлекен центр пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă. Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн А.Николаева Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе тата ытти медальсемпе наградăланă. 1997 çулта ентешĕмĕре Чăваш Республикин хисеплĕ Гражданинĕ ят парса чысланă. Пысăк наградăсем тата та нумай унăн.

Чăваш халăхĕн мухтавлă çынни, çĕршыв тата республика патриочĕ, ĕмĕрĕпех ырми-канми тăрăшнă А.Николаев 2004 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче, 75 çула кайса пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика