Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăтăмлă хĕрарăм

09 августа 2017 г.

Римма ашшĕ вăрçа тухса кайнă кун пĕр кунхи ача пулнă. Ашшĕ, Семен Павлович Павлов,1910 çулхи, Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчен. Вăл 1942 çулхи октябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче çар комиссариатне повестка илме кайнă. Вăл каялла килнĕ çĕре вĕсен çемйинче йыш хутшăннă. Хĕрача çуралнă. Арçын питĕ хĕрача кĕтнĕ пулнă. Çавăнпа та вăл питĕ савăннă. Хĕр пĕрчине Римма ят панă. Тепĕр кунне вăрçа тухса кайнă телейлĕ ашшĕ.

Семен тетен арăмĕ, Улик аппа, икĕ ывăлĕпе тата хĕрачипе тăрса юлнă. Вăрçа кайсан пĕр уйăхранах Семен Павлович çапăçура паттăрлăх кăтартса вилни çинчен çыру килнĕ. Унпа пĕрле пулнă юлташĕ (Чăваш Тăрăмран) вăрçăран таврăнсан Семен мăшăрĕ патне кайса каласа панă: вĕсем Сталинград çывăхĕнче окопра 70 салтак тăнă. Вĕсене хирĕç тĕллесе нимĕç танкĕ килнĕ. Çывăха çитсен Семен Павлович çав танка хирĕç тухса гранатăпа сирпĕтнĕ, анчах хăй те çавăнта йывăр аманнă та тепĕр куннех вилнĕ. Фронтовик юлташĕн вилтăприйĕ Сталинград çывăхĕнчи поселокра пулнине пĕлтернĕ. Çемьене кил хуçи службăра тăнă чаçрен çыру та килнĕ, анчах упраса хăварайман ăна.

Пуçланнă вара Улик аппан нушаллă пурнăçĕ.

- Анне кашни кун татăлса йĕнине аслă тете каласа паратчĕ. Вăл ун чухне 6 çулта пулнă, - аса илет Римма.

Пурăннăçемĕн килте хутмалли те, çимелли те пĕтсе çитнĕ. Выльăх-чĕрлĕхе çитерме улăм та пулман. Хире хăмăл пуçтарма кайнă. Кĕтỹ çỹрекен вырăнта ĕне каяшĕ пуçтарнă. Амăшĕ кантăр тымарĕн хуххине илсе килме тăрăшнă. Ачисене тăрантарас тесе пир тĕртме пуçланă. Хĕлле кăна мар, çулла та пир станĕ пỹртрен тухман. Пирне сутма та çỹренĕ. Хĕрарăм çĕрĕ-çĕрĕпе "чĕпĕ куçĕпе" алă ĕçĕ тунă, çынсене çăм арласа панă, чăлха-нуски çыхнă.

Колхоз ĕçĕнчен те юлман Улик аппа. Çуркунне çитсен ачасем тул çутăличчен тăрса хире кайнă, юр айне юлнă шăннă çĕрулмине пуçтарнă.

- Унăн пашалăвĕ питĕ тутлăччĕ пирĕншĕн, çăкăр курман ачасемшĕн. Анчах та бригадир курсан мĕн пуçтарнине туртса илсе ферма кайса тăкнă. Аннене штраф паратпăр тесе хăратнă, - тет Римма.

Нушаланса ỹссех пиччĕшĕсем хуланалла çул тытнă.

- Эпĕ те Çирĕклĕ Шăхалĕнче çичĕ класс пĕтерсен Çĕнĕ Пăва шкулне саккăрмĕш класа кайнăччĕ. Анне мана шкула пырса илсе кайрĕ. "Килте кирлĕ, ферма кĕрсе ĕçле, пирĕн пỹрт тумалла терĕ", - куççульленмесĕр аса илеймест ачалăха Римма.

Пилĕк çул ялти фермăра пăрусем пăхнă хĕрача. Амăшĕ çумĕнче алă ĕçĕсем тума хăнăхнă. Качча каякан хĕрсене питшăллисемпе тĕрлĕ каркăçсем нумай тĕрлесе панă вăл. Ал ĕçĕпе тунă укçа-тенкĕ те çемьене пысăк пулăшу кỹнĕ. Часах амăшĕпе хĕрĕ çĕнĕ пỹрт лартнă.

Паспорт илме çул çитсен Римма Елчĕкри райпо столовăйне ĕçлеме кĕнĕ. Унта пĕр çул ĕçлесен Тỹскел каччипе, Владимир Егорович Даниловпа, çемье çавăрнă. Икĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса ỹстернĕ. Аслă ывăлĕ Леня 52 çула çитсе чире пула пурнăçран уйрăлса кайрĕ.

Çемьеллĕ пулнă хыççăн Риммăн урăх ĕçе куçма тỹр килнĕ. Харсăр хĕрарăм Алькешри "Паха тĕрĕ" фабрикин Елчĕкри филиалĕнче мĕн пенсие кайиччен, 35 çул, ĕçленĕ. Кунча тăвакан, пир тĕртекен пулса тăрăшнă вăл. Кашни уйăхрах плана ирттерсе пурнăçланăшăн Хисеп хучĕсем, премисем илме тивĕçнĕ. "Ĕç ветеранĕ" медаль те пур унăн. 1997 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тата 10 çул "Прогресс" колхозра хуралта, ĕççи вăхăтĕнче столовăйра тăрăшнă.

Çак тапхăрта Даниловсем уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрнă. Кĕтмен çĕртен, çичĕ çул каялла, Риммăн икĕ ури те утайми пулса ларнă. Урисемпе урайне те пусса тăраймасть вăл. Яланах вырăн çинче. Çын пулăшăвĕсĕр нимĕн те тăваймасть пĕрремĕш ушкăн инваличĕ. Упăшки пулăшатчĕ-ха, анчах Владимир Егорович чирленĕ хыççăн нумаях пулмасть çĕре кĕчĕ. Юрать ачисем манмаççĕ амăшне.

Римма Семеновна нихăçан та ахаль лармасть. Турă кĕнеки вулать, телевизор пăхать. "Елчĕк ен" тата "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатсене пĕр сиктермесĕр вулать, кирлĕ сĕнỹсене çырса пырать. Çĕвĕ çĕлет, тĕрĕ тĕрлет. Вĕсен пỹртĕнче йĕри-тавра тĕрĕ. Пĕри тепринчен хитре. Чăлха-нускине вара çынсене те çыхса парать. Пĕрре те ỹркенмест. Пĕчĕкленнĕ, кивелнĕ кĕпе-кофтăсене сỹтсе çип тăвать те тапочкисем çыха-çыха парса савăнтарать ял-йыша. Уçă кăмăллă та тарават кил хуçи хĕрарăмĕ патне пĕрле ĕçленисем, кỹршĕ-аршă, тăванĕсем пырса çỹреççĕ. Пурне те кучченеç парса ярать хăйĕн аллипе ăсталанă япалисене. Çакăншăн савăнать вара ырă чунлăскер.

Риммăн чăтăмĕ ăçтан тухать-ши? 75 çул хушшинче мĕн кăна тỹсмен вăл? Хăй вара патшалăх инвалидсене тимлĕх уйăрнăшăн çак енĕпе ĕçлекен органсенче ĕçлекенсене тав тăвать.

- Эпĕ курнă нушана никам та ан куртăр, - тет Римма Семеновна.

А.АНИСИМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика