Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 93 пин çын ытла компенсаци илет

09 августа 2017 г.

Федераци çăмăллăхĕсем илекен граждансене (радиаци илнисене, инвалидсене, вăрçă ветеранĕсене, çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă ветерансене) пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлеме уйăхсерен компенсаци уйăраççĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çул итогĕсем тăрăх çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 161,4 миллион тенкĕ расхутланă (ку вăл 2017 çулта палăртнă 636,5 миллион тенкĕн 25 проценчĕ). Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн (ЖКУ) паракан укçа тỹлевĕсене, çемье членĕсене шутламасăр, 93573 çын илнĕ (иртнĕ çулхи çак вăхăтра 93470 çын). Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне çемье членĕсене шутласа пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен тỹлевне 106916 çын (пĕлтĕр çак вăхăтра 106180 çын) илнĕ.

Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министрĕн çумĕ Лариса Арсентьева палăртнă тăрăх, Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне тата саккунне улшăнусем кĕртнĕ май, 2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре те, ытти регионти пекех, федераци çăмăллăхçисен ЖКУ тỹлевĕсене парас йĕрке улшăннă.

"Енчен те унччен граждансене уйăхсерен паракан тỹлеве коммуналлă пулăшусемшĕн чăннипе мĕн чухлĕ расхутлани тăрăх мар, палăртса хунă тăрăх тỹленĕ пулсан, халĕ вара пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн мĕн чухлĕ расхутланă - çав суммăна кăна компенсаци уйăраççĕ", - палăртнă Лариса Арсентьева.

Йĕрке улшăннă май социаллă пулăшу сумми 253,1 миллион тенкĕ чакать. Çапах та федерацин маларах асăннă çăмăллăхĕсемпе усă куракансен йышĕ çав шайрах юлать.

Елчĕк районĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн патшалăхăн социаллă тỹлевне илекен 2189 çын шутланать. Вĕсене кăçалхи çур çулта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемшĕн тỹленĕ тăкака саплаштарма республика бюджетĕнчен 2745,8 пин тенкĕ тăкакланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика