Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сунар тапхăрĕ пуçланать

09 августа 2017 г.

2017 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 15-мĕшĕччен кайăк-кĕшĕк сунарĕн çуллахи тата кĕркуннехи сезонĕ пуçланать.

Çавна май сунарçăсене сунар йĕркине çирĕп пăхăнмаллине аса илтеретпĕр. Ухатана тухнă çыннăн çумра сунарçă билечĕ, сунар пăшалне упрама тата илсе çỹреме ирĕк панине ĕнентерекен хут, путевка, чĕрчунсен уйрăм тĕсĕсене тытма ирĕк паракан лицензи пулмалла. Сунарçăн пăшалпа çыхăннă йĕркесене çирĕп пăхăнмалла: ăна ятарлă чехолта е йĕнĕре чиксе çỹремелле. Пăшала, патронсене упрас тата илсе çỹрес йĕркене пăхăнман сунарçăсене административлă майпа айăпласа 500 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штрафлама е хĕç-пăшалпа патронсене туянас, упрас, илсе çỹрес ирĕке 6 уйăхран пуçласа 1 çулталăк таран туртса илме пултараççĕ. Енчен те сунарçă пăшала тата патронсене турттарас йĕркене пăсрĕ пулсан, административлă штраф виçи 1 пин тенкĕрен пуçласа 1,5 пин тенкĕпе танлашать.

Сунар умĕн е сунар вăхăтĕнче алкоголь шĕвекĕ ĕçме юраманнине те асра тытар. Пăшала ỹсĕрле йăтса çỹрекен граждансене Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 20.8 статйин 4.1 пункчĕпе явап тыттараççĕ. Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем сунарçă ỹсĕр е ỹсĕр маррине палăртас тĕллевпе унран медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма ыйтнине хирĕçлекен граждансенчен хĕç-пăшалпа патронсене туянас, упрас, илсе çỹрес правăна 1 çулталăкран пуçласа 2 çул таран тытса илме е пăшалпа патронсене конфискацилеме пултараççĕ. 2013 çултан Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодекса кĕртнĕ улшăнусем тата та çирĕп. Йĕркене пăхăнман сунарçăн сунар билетне 1 çулталăкран пуçласа 2 çул таран пăрахăçлама, сунар ĕçне пурнăçлас правăна тата пăшала туртса илме пултараççĕ.

Пăшал шỹте юратмасть. Йĕркене пăхăнни хамăра анчах мар, ыттисене те хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме май парать.

В.МЕКШЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика