Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевсене сỹтсе явнă

09 августа 2017 г.

Раççейри çамрăксен вĕрентỹ форумĕнче Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен XIX фестивалĕн задачисемпе тĕллевĕсене сỹтсе явнă. Яш-кĕрĕмĕн форумĕ "Россия - страна возможностей" девизпа иртмелле. Фестиваль юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Мускавра савăнăçлă лару-тăрура уçăлать. Тĕп мероприятисем юпа уйăхĕн 15-22-мĕшĕсенче Сочи хулинче иртеççĕ. Ют çĕршыв хăнисем валли Раççейри 15 хулара ятарлă программăсем туса хатĕрленĕ.

Фестивале 20 пин çын хутшăнмалла. Аса илтеретпĕр: Чăваш Ен делегацийĕн йышĕнче 125 каччăпа хĕр. Тата 60-ăн волонтер пулса хутшăнĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика