Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхсене çĕнтересси - тĕп тĕллев

05 августа 2017 г.

Йывăрлăхсене çĕнтересси - тĕп тĕллев

Районти хуçалăхсенче çак эрнере вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. "Рассвет" ялхуçалăх производство кооперативĕнче кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 610 гектар çинчен пухса кĕртмелле.

Хальхи вăхăтра хуçалăхра 60 гектар лаптăк çинче çитĕннĕ "Варис" сортлă пăрçана çулассипе тимлеççĕ. Çак ĕçе хуçалăхри тăрăшуллă ĕçченсене - Вячеслав Мясниковпа Сергей Баймушкина шаннă.

- Кăçал çумăр пĕр чарăнми çуни уй-хир ĕçĕсене пурнăçлас ĕçре самай чăрмав кỹчĕ. Лачкам исленнĕ çĕр çумăр шывне çăтса ĕлкĕрейменрен анасенче чылай вăхăт шыв тăчĕ. Уяр çанталăкăн кунĕсем шутлă анчах пулнăран анасем типсе ĕлкĕреймерĕç, çавна май ана варринче вырăн-вырăн комбайнсем путаççĕ, - пăшăрханăвне пытармасть Юрий Мясников ертỹçĕ.

Тыр-пула нỹрĕк анчах мар, хĕвел ăшши те кирлĕ. Йĕпе-сапаллă çанталăка пула тырă хăмăш евĕр тăсăлса çитĕннĕрен пучахсем тулсах, пĕрчисем хытсах çитейменнине палăртрĕ Юрий Вячеславович. Вырмана кăçал иртнĕ çулхинчен каярах тухнин сăлтавĕ шăпах çакăнта.

Синоптиксем çумăр пĕлĕчĕсем çурла уйăхĕнче те хупăрласах тăма пултарассине систереççĕ. Кăçалхи евĕр çанталăк 1962, 1976, 1978 çулсенче пулнине, куллен çумăр çусах тăнăран культурăсене калама çук йывăррăн пухса кĕртнине хыпарлаççĕ аслăрах ỹсĕмрисем. Утă уйăхĕнче тăпрари нỹрĕк кăтартăвĕ республикипе нормăран 1,5-2, хăш-пĕр районта 4-5 хут пысăкрах пулнине палăртаççĕ специалистсем. Нỹрĕк виçи пысăккине тата çумăрпа çиле пула тырă вырăн-вырăнпа выртни те ĕçченсен умне пысăк чăрмав кăларса тăратать. Çавна май тыр-пула нỹрĕк вырăнта пухса кĕртме жатка умне ỹсен-тăрана çĕр çинчен çĕклесе пымалли хатĕр вырнаçтарма сĕнеççĕ. Паянхи тĕп тĕллев - вырмана кĕске вăхăтра, пысăк тăкак тỹсмесĕр ирттересси. Хуçалăхсен кашни типĕ кунпа, хĕвел пăхнă чухне кашни сехетпе тухăçлă та пахалăхлă усă курмалла. Пĕлтĕр тырра типĕтмелли агрегатсемпе питех усă курман пулсан, кăçал сушилкăсене кунĕн-çĕрĕн ĕçлеттерме хатĕр пулмаллине аса илтереççĕ.

Ытти хуçалăхсенчи пекех "Рассветра" ĕç шавĕ самантлăх та шăпланмасть. Пĕр çул ỹсекен курăксене çулассине вĕçленĕ ĕнтĕ. Çумăрлă çанталăка пула сенаж ытларах хывнă - планпа ăна 1173 тонна хатĕрлеме пăхса хăварнă пулсан, пурĕ 1720 тонна хатĕрленĕ. Утта вара хальлĕхе 40 тонна анчах хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Çанталăк типĕ тăрсан çак тивĕçе кал-кал пурнăçласа кĕске вăхăтрах вĕçлĕç. Мĕншĕн тесен ку ĕçе те яваплăха çирĕп туякан ĕçченсене шаннă. Григорий Сергеев механизатор утта тавăрса типĕтессипе, Геннадий Алексеев ăна рулона хывассипе, Михаил Александров рулонсене тиесе ферма çывăхне турттарассипе тимлеççĕ. Пăрçана çапса тĕшĕленĕ хыççăн çак лаптăкри çĕре кĕр тыррисем акма хатĕрлемелле. Паянхи кун тĕлне хуçалăхра кĕр тыррисене акма 60 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Ялхуçалăх производство кооперативĕнче ĕçченсене тăрăшса ĕçлеме условисем çителĕклĕ. Вĕсене кунне 2 хут вĕри апатпа сăйлассине ĕçе кĕртнĕ.

Сăмах май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Республикинче чрезвычайлă лару-тăру туса хурасси çинчен" хушу кăларнă. Унпа килĕшỹллĕн вырмари тăкаксене пĕчĕклетме май паракан ятарлă план туса хатĕрленĕ. Çавна май хăйтытăмлăх органĕсен умне те çивĕч ыйту тухса тăнă. Çакна шута илсе ĕнер "Рассвет" хуçалăхра районти хуçалăхсен ертỹçисем, специалистсем вырмана тивĕçлĕ ирттерсе ярас ыйтупа семинар-канашлу ирттернĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăнỹкерчĕкĕнче: Юрий Мясников ертỹçĕпе Виктор Цыганов тĕп агроном пăрçа тухăçĕпе паллашаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика