Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пурнăçĕ

05 августа 2017 г.

Аваллăх управçисем

"Аваллăхсăр малашлăх çук", - теççĕ халăхра. Аслă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Владимирпа Людмила Волковсем çак каларăша асра тытаççĕ анчах мар, иртнине манăçа кăларас мар тесе сăваплă ĕç пурнăçлаççĕ.

Вĕсен çуртне ура ярса пуссанах аваллăха лекнĕн туйма пулать. Кашни утăмрах мăн асаттесемпе мăн асаннесен вăхăтĕнчи пуянлăх куçа илĕртет: манăçа тухнă ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсем, йывăçпа хăмăшран явса çыхнă арчасем, кăмрăкпа ĕçлекен утюгсем, лаша таканĕ, авалхи сăмаварсем, тĕрлĕ çулсенчи укçа-тенкĕ... Пурне те асăнса пĕтерме те çук.

Владимир Волковшăн çыру ĕçĕ те ют мар. Вăл историе тĕпчет, йăх-несĕлĕсене шырать, сăвăсем шăрçалать.

Десантниксене саламланă

Сывлăш-десант çарĕсен кунне районта анлăн паллă тунă.

Тельняшка тата сенкер берет тăхăннă тĕрлĕ ỹсĕмри ĕнерхи салтаксем чи малтанах Елчĕкри çар комиссариачĕ пулнă çурт умне пуçтарăннă. Кунта тата Елчĕкри Тĕп лапамри палăксен умне чечек кăшăлĕсем хунă, паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăнă хыççăн вĕсем Елчĕкри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем "Слава ВДВ" ятпа хатĕрленĕ концертне хутшăннă. Вера Панкратован, Лилия тата Иван Шурбинсен, Стас Громовăн, Ульяна Патшинан юрри-ташши вĕсен уявне илем кỹнĕ.

Штангистсем вăй виçеççĕ

Çурла уйăхĕн 1-6-мĕшĕсенче Шупашкарта йывăр атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ иртет.

Çак хисепе чăваш штангисчĕсем юлашки çулсенче пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче лайăх результатсемпе палăрнипе тивĕçнĕ. Ăмăртăва пурĕ 40 регионти 225 ытла атлет хутшăнĕ.

Чăваш Ен чысне Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Яна Мохинăпа пирĕн районти Анатолий Иноходов хỹтĕлĕç.

Этемлĕх тăшманĕ

Çак кунсенче Елчĕк районĕнче Чăваш Республикин террора хирĕçле комиссин ĕç-хĕлне пурнăçлакан уйрăмăн специалисчĕсем пулнă.

Чи малтанах вĕсем районти террора хирĕçле комиссин ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашнă.

Терроризм - этемлĕх умне тухса тăнă чи пысăк хăрушлăхсенчен пĕри. Раççей вăйĕ - пĕтĕм халăхсен ирĕклĕ аталанăвĕнче, пирĕн культурăсен, чĕлхесен, йăла-йĕркесен нумай енлĕхĕнче тата килĕшỹлĕхĕнче, тĕрлĕ тĕне ĕненекенсем пĕрне-пĕри хисепленинче. Террор хăрушлăхне сирес ĕçре влаçăн, политика партийĕсен, йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен, граждан обществин структурисен, массăллă информаци хатĕрĕсен пысăк яваплăха туйса ĕçлемелле. Çак тата ытти ыйтусене хускатнă специалистсем Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе - райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕпе Леонард Левыйпа тата районти террора хирĕçле комисси членĕсемпе тĕл пулнă май.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика