Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ кунсен çул çырăвĕ

05 августа 2017 г.

Иртнĕ кунсен çул çырăвĕ

1992 çул

"Тухăç 90" чек халĕ те пĕтмен-ха

Хĕрарăмсен, арçынсен хĕлле тăхăнмалли аттисем, ăшă курткисем, свитерсем рынок условийĕсем текен тапхăрта мĕн хак тăнине халĕ çитĕннисем çеç мар, пĕчĕк шĕвĕркке те, шур сухаллă старик те лайăх пĕлеççĕ. Вĕсене туянма пĕр хутаç укçа йăтса каймалла магазина. Мĕн калăн, ирĕклĕ пурнăç - ирĕклĕ хаксем. Çавăнпа районти тĕп универмагăн пĕр пайĕнче манăçа пуçланă, халĕ ăмсанса аса илекен 1991 çулхи хаксемпе сутакан таварсене прилавка çинче курсан чылайăшĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнет. Ара, хĕрарăм атти 600 тенкĕ, ăшă куртка 625 тенкĕ тăраççĕ те. Çак йĕркесене вуласан тỹрех универмага чупма ан васка, вулакан. Сире те, пире те мар вĕсем. Çак таварсене "Тухăç-90" чекпа ялхуçалăхĕнче ĕçлекенсене сутаççĕ. Хăвăр ялти ферма ĕçченĕ, шăрăх çанталăкра кăшман уйĕнче пĕкĕ пек авăнса, хура тар юхтарса ĕçлекенсем хушшинче "Тухăç-90" чексемпе тавар илнĕ миçе çынна пĕлетĕн эсĕ? Ют çĕршывра туса кăларнă, йỹнĕ хакпа сутакан таварсен хуçисен ячĕсене сирĕн колхоз правленийĕнче çар вăрттăнлăхĕ пекех тытаççĕ. Таварăн пĕр пайĕ вара ялти "ятлă çынсене" валеçĕнет, çурри Елчĕке юлать. Кăшт вăхăт иртсен вĕсене Шупашкар пасарĕнче е коммерци магазинĕнче тĕл пулатăн. Паллах, вуншар хут хаклăрах хакпа.

Сентябрĕн 19-мĕшĕ.

Ваучерсем çул çинче

Приватизаци чекĕсен (ваучерсен) пĕрремĕш ушкăнĕ района паян-ыран çитмелли çинчен пĕлтерчĕ Перекет банкĕн Елчĕкри уйрăмĕн начальникĕ И.Левый. Анчах районта пурăнакансем пурте ăна тăруках алла илеймĕç. Ялсенчи администрацисем хăйсен территорийĕсенче пурăнакансен списокне туса харпăрлăха тытса тăракан районти комитета параççĕ. Вăл ăна тепĕр хут тĕрĕсленĕ хыççăн Перекет банкĕн Елчĕкри уйрăмне тăратать. Хатĕр списоксемпе Перекет банкĕпе унăн филиалĕсем ĕççыннисене ваучерсем валеçеççĕ.

Октябрĕн 3-мĕшĕ.

Çарату хыççăн çарату

Чăнах та, районта çарату хыççăн çарату пырать. Юлашки вăхăтра çеç пĕчĕк предприяти складне кĕрсе автомашинăсен запас пайĕсене йăкăртса тухнă, крахмал завочĕн çăмăл автомашинине çурт умĕнченех хăваласа кайнă. Çак кунсенче хатĕрлев кантурĕн складне "тасатса" тухнă. Пĕр каçрах 19-шар пин тенкĕ тăракан 29 кĕрĕк йĕп пек çухалнă.

Вăрăсем Елчĕкре юлашки вăхăтра хунаса кайнине пĕлсе тăрсах пурлăхшăн ответлă çынсем тимсĕр пулни тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерет. Водитель автомашинине хăй пурăнакан çурт умне лартать, хаклă пурлăх упранакан склада никам та хуралламасть. Хатĕрлев кантурĕнче хаклă кĕрĕксене хăмаран çапса тунă складра упранă. Çакна пĕлекенсене пĕр хăмине хăпартса шала кĕресси ача вăййи çеç. Мĕн ку, тимсĕрлĕх е юри туни? Милици вăрăсене тупасса та шанма хĕн. Ара, çарату хыççăн çарату пырать те, ăçтан ĕлкĕрĕн?

Н.АЛЕКСЕЕВ. Октябрĕн 21-мĕшĕ.

Пĕр чекшăн - 50 пин

Иртнĕ кунсенче Елчĕкре пурăнакан В. гражданин патне Мускав çывăхĕнчи пĕр хулара пурăнакан пĕлĕшĕ килнĕ. Çула май хăй Шупашкарта пулни çинчен пĕлтернĕ.

- Темиçе ваучер туянтăм, йỹнĕпех, 4 пинпе, - кăмăллăн калаçнă хăй. - Хамăр патăрта вара эпĕ унпа 100 пин тенкĕлĕх усă куратăп, - пытармасăр пĕлтернĕ вăл. Енчен те В.пĕлĕшĕ килĕшсен, унăн çемйине тивĕçекен приватизаци чекĕсене те хула çынни хальхинче 4 пинпе мар, 50 пинпе туянма пулни çинчен каланă. Елчĕк çынни ваучерсене 50 пинпе сутма хаваспа килĕшнĕ пулĕччĕ те... Анчах район центрĕнче пурăнакансене хальлĕхе çак хаклă хута валеçме тытăнман.

Октябрĕн 28-мĕшĕ.

Стенка - 50 пин тенкĕ ытла

Çулталăк пуçламăшĕнче "Кил валли таварсем" лавкка 20-25-шер тенкĕ тăракан темиçе тĕрлĕ çемçе йышши сĕтел-пуканпа тулса ларнăччĕ. Хаклă пулнипе тĕлĕнеттĕмĕр. Сĕтел-пукансен хакĕсем фабрикăранах хакланса килеççĕ. 1992 çулхи январьте, тĕслĕхрен, "Аниш" стенка 19 пине яхăн тăнă пулсан, паян уншăн туянаканăн 50 пин тенкĕ ытла тỹлемелле. Сайра пулин те туянкалаççĕ.

С.АРХИПОВА. Ноябрĕн 4-мĕшĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика