Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕк прависĕр хăварнă

05 августа 2017 г.

Елчĕк район прокуратури судра Чăваш Республикин айăплава пурнăçлакан управленийĕн уголовнăй ĕçсем тăрăх йышăнусене пурнăçа кĕртнине тĕрĕслесе тăракан Елчĕк районĕнчи инспекцийĕн асăрхаттарăвне хỹтĕленĕ.

Инспекци ĕçченĕсем маларах судпа айăпланса юсану ĕçсенче наказани илнĕ 41 çулхи арçыннăн ĕçне çĕнĕрен пăхса тухма, унăн айăплавне ирĕк прависĕр хăвармалли айăплавпа улăштарма сĕнсе суда ыйтупа тухнă.

2017 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи 1-мĕш номерлĕ миравай суд участокĕ çула çитмен ачине алимент тỹлесрен пăрăннăшăн (Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексĕн 157 статйин 1 пайĕ) Курнавăшра пурăнакан Николай Горшкова 8 уйăха юсанса ĕçлеме наказани пама, çак тапхăрта патшалăх пайтишĕн ĕç укçин 5 процентне тытса пыма йышăну кăларнă. Анчах та айăпçă суд палăртнă йĕркесене пăхăнман, инспекци ĕçченĕсем асăрхаттарнине ăса хывман, сăлтавсăрах ĕçе тухман.

Суд айăпçăн ĕçне тепĕр хут пăхса тухнă, ăна 2 уйăх та 16 кун ирĕк прависĕр хăварса колони-поселение яма йышăну кăларнă.

В.НИКОЛАЕВ,
Елчĕк район прокурорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика