Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канăçсăр çын

05 августа 2017 г.

Канăçсăр çын

Тепĕр кун Лаш Таяпара çуралса ỹснĕ Петр Петрович Сидоров - республикипе паллă журналист, писатель, таврапĕлỹçĕ, спортсмен 70 çул тултарать. Тус-юлташ, пĕлĕш нумай унăн. Комсомол, пичет, физкультурăпа спорт органĕсенче ĕçлесе кампа кăна тĕл пулма, кам çинчен кăна хаçатра çырса, радиопа телевиденире каласа кăтартма тивмен-ши ăна? Çавна май вĕсенчен юбилей саламĕсем çырупа та, телефонпа та килме тытăннă ĕнтĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенчен, вăл ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ çулсенченех, пĕлетĕп, паллатăп ăна. Вăхăт таппи пуçĕ çинчи кĕмĕлленĕ çуçĕсенчен палăрать пулин те, çынна хисеплесе ăшшăн калаçасси, вăр-вар утти унчченхиех, районти çамрăксен канăçа пĕлми ертỹçинех юлнă.

70 çула çитнĕ çыннăн пурнăç сукмакне тишкернĕ май унăн ырă ĕçĕсем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухса тăраççĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ вăхăтра Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейне уçма материалсем пуçтарнине, ку ĕçе йĕркелекенĕ ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Петр Сидоров пулнине район хаçатĕнче вуласа пĕлнĕччĕ эпĕ. 1972 çулта район центрĕнчи культура çуртĕнче музей уçăлсан унăн материалĕсемпе паллашнăччĕ. Ун чухне пире, вăтам шкул пĕтерсе тепĕр çул Совет Çарне тăма хатĕрленекен çамрăксене, çар ĕçне вĕрентме пĕр эрнене района пуçтарнăччĕ. Аэродром территорийĕнче, Аслă Елчĕк çулĕ çинче çар вăййисене выляттарнă, стройпа уттарнă хыççăн канса илмелле кинофильмсем кăтартатчĕç, вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пултаратчĕç. Пĕррехинче культура çуртне илсе кĕчĕç, унта вырнаçнă музейпа паллаштарчĕç. Унтанпа нумай-нумай çул иртрĕ пулин те çак пулăм, уйрăмах Петр Петрович Сидоровпа тĕл пулни халĕ те асра. Петр Петрович пуçарнă ĕçе ун чухнех пысăка хурса хакларĕç. Каярахпа Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕ авалхи çурта - Беляев купса çуртне куçрĕ, нумай çĕнĕ материалсемпе пуянланчĕ. Халĕ Вăл Елчĕк районĕнчи чи пысăк пĕлтерĕшлĕ культура учрежденийĕ шутланать. Петр Сидоров ĕçне çамрăксем малалла тăсса, аталантарса пыраççĕ.

Петр Петровичăн тепĕр пархатарлă ĕçĕ вăл спорта - тĕрĕсрех каласан çамрăксем хушшинче хоккей вăййине районта аталантарса яни пулать.

Хоккей вăййине ачасем иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен вĕçĕнчех конькипе е çăматă тăхăнса вылянă-ха. Анчах шкул ачисем хушшинче "Ылтăн шайба" турнирне пĕрремĕш хут Елчĕк районĕнче 1970 çулта Петр Сидоров йĕркелесе янă. Ун чухне Лаш Таяпара, Яманчỹрелĕнче, Патреккелте, Тĕмерте çак вăййа юратакансем йышлă пулнă. Каярахпа хоккейла вылясси Аслă Елчĕкре, Елчĕкре тата ытти ялсенче аталаннă. Паянхи кун та вĕсенче çак ырă йăлана пăрахмаççĕ, çỹлерех асăннă ялсенче хоккейла выляма стандартлă площадкăсем хĕлле пушă тăмаççĕ. 70-мĕш çулсенче Елчĕк районĕн командисем республикăри "Ылтăн шайба" турнирта мала тухрĕç, 1996, 2017 çулсенче район командисем Пĕтĕм Раççейри çамрăксен турнирĕнче выляма тивĕç пулчĕç. Апла пулсан Петр Сидоров акнă вăрлăх пысăк тухăç пачĕ.

Çамрăксен ертỹçи хăй те спортпа туслă. Кире пуканĕ йăтассипе вăйпитти çулсенче республикăра çĕнтернĕ, ку енĕпе спортăн пĕрремĕш разрядне тултарнă. Пултаруллă çамрăка часах республикăра асăрханă, Шупашкара чĕнсе илсе ВЛКСМ обкомĕн оборонăпа спорт ĕçĕн пайĕн ертỹçине çирĕплетнĕ. Ун хыççăн, 1977-1983 çулсенче, "Урожай" ирĕклĕ спорт обществин Чăваш АССРĕнчи канашĕн председателĕнче вăй хунă. "Урожай" ирĕклĕ спорт обществи, ялти спортсменсене пĕрлештерсе тăнăскер, район, республика, Пĕтĕм Раççей, СССР шайĕнче питĕ нумай спорт ăмăртăвĕ йĕркеленĕ. Спортсменсем лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Кашни районта общество канашĕ ĕçленĕ. Çак яваплă вырăнта ĕçленĕ вăхăтра Петр Сидоров Елчĕк районĕшĕн тепĕр пысăк ĕç тунă: 1982 çул вĕçĕнче Елчĕкри кивĕ клубăн пушаннă çуртĕнче штанга йăтассипе специализациленнĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне уçма пулăшнă. Кунтах кире пуканĕ йăтакансем те вырăн тупнă. Çакăн хыççăн штанга, кире пуканĕ çĕклессипе Елчĕк районĕ тата пысăкрах ỹсĕмсен картлашки çине хăпарнă: çитĕннисем те, çамрăксем те яланах малта пынă.

1983 çулта Петр Сидоровăн пурнăçĕнче тепĕр улшăну пулса иртнĕ: мĕн çамрăкран районти "Колхоз ялавĕ", "Пионер сасси" хаçатсемпе туслă çыхăну тытнă, каярахпа "Хыпар", "Советская Чувашия" хаçатсене çырса тăракан пултаруллă журналиста "Коммунизм ялавĕ" хаçат штатне илнĕ, унтан - Чăваштелерадио компанине. Массăллă информацин икĕ хатĕрĕнче те унăн ĕçĕнчи тĕп темăсем физкультурăпа спорта аталантарасси, сывă пурнăç йĕркине сарасси, çамрăксене патриотла воспитани парасси пулнă. Çак темăсемпе вăл хаçатсемпе журналсенче пин-пин статьяпа очерк, корреспонденци пичетленĕ. Вĕсен шутне Петр Петрович хăй те пĕлмест. Журналистсен тата Писательсен союзĕн членĕ "Олимп çулĕ такăр мар", "Çамрăклăх вутра", "Афганистан вут-çулăмра", "Тăван шкултан - инçе çула", "Старт за околицей, финиш с рекордом" кĕнекесем çырнă. Петр Лаштай пултарулăхне вăл тĕрлĕ конкурссенче çĕнтерни те аван çирĕплетет. Пирĕн ентеш Семен Элкер, Алексей Талвир премийĕсене тивĕçнĕ.

Пенси çулне çитес, тивĕçлĕ канăва тухас умĕн Петр Петрович Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин пресс-службине ертсе пычĕ, ЧР Культура министерствин пай ертỹçинче, Чăваш патшалăх академи капеллин тĕп администраторĕнче ĕçлерĕ.

Кăçал Елчĕк районне туса хунăранпа 90 çул çитет. Çак паллă пулăм тĕлне Петр Петрович "Спортивная энциклопедия Яльчикского района" кĕнеке хатĕрлет. Унта хамăр районтан тухнă паллă спортсменсемпе пĕрлех физкультурăпа спорта аталантарма хутшăннă тата паянхи кунчченех ĕçлекен çынсем çинчен çырса кăтартма палăртать. Ку енĕпе ăна çур ĕмĕр килте пуçтарнă архив пулăшать. Физкультурăпа спорт темипе çыхăннă цифрăсемпе фактсене, çынсен хушамачĕсене пуçра тытса тăрать.

Н.АЛЕКСЕЕВ.

Сăнỹкерчĕкре: Петр Сидоров Елчĕк районĕн çамрăк спортсменĕсемпе Екатерина Львовăпа (Лаш Таяпа) тата Акчелте çуралса ỹснĕ Ольга Николаевăпа (сылтăмра) çăмăл атлетсен Чăваш Республикин чемпионатĕнче (2017 çулхи май уйăхĕн 20-мĕшĕ).

Саламлатпăр

"Елчĕк ен" хаçат редакцийĕн коллективĕ пирĕн пата 60 çула яхăн пĕр вĕçĕмсĕр çырса тăракан Петр Петрович СИДОРОВА çывхарса килекен юбилей ячĕпе хĕрỹллĕн саламлать, ырлăх-сывлăх, пултарулăх лаççинче малашне те ывăнма пĕлмесĕр ĕçлеме ырă сунать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика