Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телей кайăкĕ вĕçсе анатех

05 августа 2017 г.

"Хĕрарăм телейĕ мĕнре?" - тесе ыйтсан: паллах, хăвăн чĕрỹ айĕнче тепĕр чун пулни, ăна пурнăç пиллени, - тейĕç нумайăшĕ.

Мăшăрлă пурнăçпа пурăнакан кашни хĕрарăмах амăшĕ пулма ĕмĕтленет, хăвăртрах пепкене алла илсе ăна ыталаса çупăрлас килет унăн. Сывă ача çуратас тесен вара çамрăк мăшăрăн чи малтанах хăйсен сывлăхлă пулмалла.

Юлашки вăхăтра хулара кăна мар, ялта та ар çыхăнăвне ир кĕни тарăн шухăша ярать. Тепĕр чухне шкул ачи амăшĕ пулма хатĕрленни те тĕл пулать. Паллах, чуна ыраттарать çак пулăм. Намăс тесе ашшĕ-амăшĕ хĕрачине тĕвĕленнĕ ачине пăрахма хушаççĕ. Аборт туни çамрăк хĕрачашăн малашлăхра пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине шухăшламасть çав самантра ашшĕ-амăшĕ. Пĕр йăнăш утăмшăн каярахпа вăл ача та çуратаймасса пултарать-çке. Çакăн пек тĕслĕхсене нумай çул ĕçлекен акушер-гинекологсем сахал мар каласа параççĕ.

Кăçал республикăра Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май ачасăр мăшăрсен йышне чакарас тесе ЧР Сывлăх министерстви сахал мар программа хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра республикăри кашни пиллĕкмĕш çемье ача çуратайманнипе нушаланни паллă. Çавăнпа та министерство вĕсене ЭКО мелĕпе усă курма майсем туса парать те. Хăйсем ача çуратайман хĕрарăмсем çак мелпе усă курса йывăр çын пулаççĕ. Ун пек ачасем пирĕн районта та пĕрре кăна мар.

Арлă-арăмлă çулталăк пурăнсан та хĕрарăмăн çие юлмарĕ пулсан ним тăхтаса тăмасăр тухтăр патне килмелле. Сăлтавĕ арçынра та, хĕрарăмра та пулма пултарать. Кун пек çемьесене ЭКО мелне сĕнсе пăхатпăр та. Асăннă программăпа килĕшỹллĕн хĕрарăма сывлăх енчен тỹлевсĕрех пур енлĕн тĕрĕслеççĕ.

Кашни çемьен телей кайăкĕ пур. Вăл вĕçсе анатех. Çакна шанмалла, ĕненмелле анчах.

Н.ЕГОРКИНА,
районти тĕп больницăри акушер-гинеколог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика