Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умра - яваплă ĕç

02 августа 2017 г.

Умра - яваплă ĕç

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Канашлу савăнăçлă самантран пуçланчĕ. Иртнĕ эрнекун Елчĕкре Чăваш Республикин Правительствин агропромышленность комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссийĕпе ялхуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕ тата "Комбайн" хуçалăхри вырма умĕнхи республикăри канашлу ĕçне çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттернĕ. Çакна палăртса каланă район администрацийĕн пуçлăхĕ "Комбайн" ЯХПК председательне Гурий Федорова, Петр Анисимов тĕп агронома, Владимир Чернов тĕп инженера, Лидия Капламова диспетчера, строительсен бригадин инженерне Геннадий Ильина, бригадăсен бригадирĕсене - Петр Андреева, Владимир Степанова Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

...Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çутçанталăк ял çыннине кăçал кỹрекен сиене кура республика территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру режимне çирĕплетнине шута илсе район администрацийĕсен ертỹçисен умне йывăрлăха пĕрлехи вăйпа татса пама, вырмана вăхăтра пурнăçлама çирĕп тĕллев лартнă.

Кăçалхи ĕççи тапхăрĕ чи йывăр условисенче иртнине шута илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тĕш тырă типĕтекен комплекссене тулли хăватпа ĕçлеме хатĕрлесе çитересси пирки, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулассинчи ĕçе тухăçлă йĕркелеме май паракан "КСУ-1" йышши жаткăсене хутăштарасси пирки чарăнса тăчĕ. Кăçалхи пек çанталăк условийĕнче усă курма питех те меллĕ çакăн йышши техникăсем халĕ районти 9 хуçалăхра - "Яманчурино", "Победа", "Энтепе" ОООсенче, "Прогресс" АХОра, "Комбайн", "Рассвет", Ленин ячĕллĕ, "Труд" ЯХПКсенче, Чăваш Тăрăмĕнчи Валерий Смирнов хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пур.

Экологи çулталăкĕнче пурнăçланă ĕçсем тата районти комиссипе пĕрле ял тăрăхĕсенче пулса территорисене тирпей-илем кĕртессипе йĕркеленĕ тĕрĕслевсем çинчен районти эколог Алексей Борисов, экологи тĕлĕшĕпе вырăнсенчи лару-тăру пирки Аслă Пăла Тимеш тата Аслă Таяпа ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем - Георгий Зайцевпа Василиса Сапожникова каласа кăтартрĕç.

Район администрацийĕн капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертỹçи Николай Петров, "ДПМК "Яльчикское" предприяти ертỹçи Вячеслав Сядуков кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки чарăнса тăчĕç.

Светлана АРХИПОВА.

Сăнỹкерчĕкре: "КСУ-1" йышши универсаллă жаткăсем районти уй-хире тухма хатĕр

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика