Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чрезвычайлă лару-тăру йĕркине çирĕплетнĕ

02 августа 2017 г.

Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Правительство комиссийĕн ларăвĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре чрезвычайлă лару-тăру йĕркине пĕлтерме хушнă. Çакă ялхуçалăх культурисен вегетаци тапхăрĕнче çĕр йĕпе тăнипе çыхăннă.

Кăçалхи сивĕ, çумăрлă çанталăка пула çурхи культурăсене ытти чухнехинчен икĕ эрне каярах - ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче - акма пуçларĕç. Ку ĕç çĕртме уйăхĕн çурриччен тăсăлчĕ. Çакă, паллах, тыр-пул пуçтарса илес вăхăта витĕм кỹрет. Апат хатĕрлес ĕçе утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче тин пуçăнма май килчĕ. Ку ĕç те пĕлтĕрхинчен çур уйăх кая юлчĕ. Унсăр пуçне вĕçĕ-хĕррисĕр çумăр выльăх апатне пуçтарса кĕртме чăрмантарчĕ.

Тăпрари нỹрĕке пула ỹсен-тăран çитĕнеймест - тухăç чакать е çĕрсе пĕтет.

Федерацин гидрометеорологи тата мониторинг центрĕн кăтартăвĕ тăрăх, республикăра утă уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне тăпрари нỹрĕк виçи нормăран 1,5-2 хут ытларах пулнă.

Хальхи вăхăтра пирĕн регионти пекех Удмурт Республикинче, Пушкăртра, Волгоград облаçĕнче те лару-тăру йывăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика