Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат манăн пурнăçра

02 августа 2017 г.

Леонард ЛЕВЫЙ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ

- Район хаçатне - "Колхоз ялавне", хальхи "Елчĕк ене" аттепе анне те яланах çырăнса илнĕ. Çакна кура эпир ăна мĕн ачаранах вуласа çитĕннĕ. Çамрăк чухне, пурнăç тути-масине ăнланман, вăхăта кулленхи шухăшсемпе ирттернĕ вăхăтра хаçата яланах тăваттăмĕш страницăран вулама тытăнаттăм. Спорт хыпарĕсемпе, шкул ачисем çырнисемпе уйрăмах кăсăкланса паллашаттăм. Ун хыççăн тин виççĕмĕш, иккĕмĕш, чи кайран пĕрремĕш страницăна вулаттăм.

Халĕ пачах тепĕр майлă. Яваплă ĕç вырăнĕ йышăннине, пурнăçри пĕлỹ-хăнăхăва кура район хаçатне малти страницăсенчен вулама тытăнатăп. Халĕ вăл сĕтел çинчен каймасть тесен те йăнăш пулмĕ. Мĕншĕн тесен кунта район пурнăçĕшĕн чи пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ ыйтусене хускатаççĕ - çакă район хыпарçин чăн тивĕçĕ те. Хаçатра пичетленекен кашни статья-корреспонденцие тишкерсе, асăрхаса тăма тăрăшатăп. Çакă та савăнтарать, хаçат кăларас ĕçри экономика йывăрлăхĕсене пăхмасăр, коллектива профессионалсен çирĕп команди пĕрлештерсе тăнине кура, "Елчĕк ен" район пурнăçĕпе унăн çыннисем çинчен туллин каласа кăтартакан тĕп çăлкуç пулса тăрать.

Хальхи вăхăтра хаçатра иртнĕ çулсенче çырнисене пичетлесе пынине асăрхатăп - вĕсене вулама питех те кăсăклă. Журналистсем районăн кун-çулĕн кĕнекинче пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ пулăмсем çинчен малашне тата нумайрах çырасса шанса тăратăп.

Петр ТРЕМАСОВ, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн начальникĕ

- Район хаçачĕ ял çынни - уй-хирсемпе фермăсенче ырми-канми вăй хуракансем çинчен туллин çутатать. Пĕр сăмахпа, ялхуçалăх теми хаçатра тĕп вырăн йышăнать. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен журналистсем хăйсен чун-чĕре ăшшине парса çырнă статьясем механизатора е фермăра тăрăшакана мал ĕмĕтпе пурăнма, хавхаланса ĕçлеме хистенине пĕлсе тăратăп.

"Елчĕк ен" хаçат районта пулса иртекен пулăмсем çинчен яланах кая юлмасăр, оперативлă çутатнипе палăрса тăрать. Чи кирли - пичетленекен кирек хăш информаци те вулаканшăн усăллă пулни.

Хамăн ĕçри тивĕçе пурнăçланă май унччен те, халĕ те хаçата сахал мар статья çыратăп. Ытти авторсем çырнисемпе те кăсăкланса паллашатăп. Вулакан мана: "Эсир чăваш мар-çке", - теме пултарĕ. Манăн хурав вара çапла: "Чăваш чĕлхине юратма тата чăвашла калаçма мана район хаçачĕ вĕрентрĕ"...

Светлана АРХИПОВА ыйтса пĕлнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика