Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Редакцири тĕл пулу

00:00 14 февраля 2009 г.

Нарăсăн 15-мĕшĕнче Афганистанран Совет çарĕсене илсе тухнăранпа 20 çул çитет. Афган çĕрĕ çинче интернационалла тивĕçе пурнăçлама пирĕн районта çуралса ỹснĕ 282 каччă хутшăннă. Вĕсенчен виççĕшĕ _ Ю.Г.Борисов (Елчĕк), А.М.Патшин (Аслă Елчĕк), Ю.П.Григорьев (Кивĕ Эйпеç) паттăрсен вилĕмĕпе пуçĕсене хунă. Хальхи вăхăтра районта Афган вăрçин 85 участникĕ пурăнать. Кĕçнерни кун "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ воин-интернационалистсемпе тĕл пулу йĕркелерĕ. Н.Г.Сайкин (Елчĕк), А.В.Васильев (Кивĕ Эйпеç), П.И.Анисимов (Кавал), Б.А.Албарцев (Таяпа Энтри), Н.В.Петров (Аслă Таяпа) Афганистанри вăрçă çулĕсене аса илчĕç. "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Алексеев, районти çар комиссарĕ В.Буклаков подполковник, район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн специалисчĕ Н.Малышкин воин-афганецсем çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре пысăк вырăн йышăннине палăртрĕç. Нарăсăн 17-мĕшĕнче 9 сехетре воин-интернационалистсем районти çар комиссариатĕнче пуçтарăнаççĕ. Ун хыççăн тĕп библиотекăра тĕл пулу иртет. А.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика