Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пирĕн ĕçтешĕн - сумлă юбилей

15:05 13 октября 2017 г.

Çак кунсенче Елчĕк типографийĕнче чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Алексей Пантелеймонович Синин 80 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Алексей Пантелеймонович Тăрнашур ялĕнче çуралса ỹснĕ. Аслă Елчĕкри шкултан вĕренсе тухсан Çĕрпỹри ялхуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Виçĕ çул Совет çарĕн ретĕнче тăнă. Салтак шинельне хывсан тăван хуçалăхра, районти сельхозтехникăра, Елчĕкри строительство организацийĕнче производство начальникĕнче тăрăшнă. 1982 çулта ăна пурнăç çулĕ Елчĕк типографине илсе çитернĕ. Вăл малтанах типографи мастерĕнче, каярахпа директорта ĕçленĕ. Тỹрĕ кăмăллă та хастар ĕçшĕн пирĕн аслă юлташăмăр Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. Мĕн çамрăкран спортпа туслăскер ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕ.

Алексей Пантелеймоновича сумлă юбилей ячĕпе ачисем, çывăх тăванĕсем, "Елчĕк ен" хаçат коллективĕ саламланă.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика