Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хаваслăрах янра эс, шăнкăрав, ачасене чĕнсе пĕлỹ çуртне

17:07 01 сентября 2017 г.

Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче районти шкулсем 1842 вĕренекене хапăл туса йышăнчĕç. 171 ача çак кун пĕрремĕш хут парта хушшине ларчĕ.

Патреккел шкулĕ. Пĕлỹ кунĕ - çыннăн пурнăçĕнчи чи пысăк уявсенчен пĕри. Уява халалланă мероприятие Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, Чăваш Республикин ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов хутшăннă. Савăнăçлă линейкăна Патреккел шкулĕн директорĕ Ольга Петрова уçнă, вăл кашнинех çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламланă, çирĕп сывлăх, ăнăçусемпе çитĕнỹсем суннă. Салам сăмахĕсем çумне Николай Миллин, Елена Сапаркина тата ыттисем те хутшăннă. Вĕрентекенсене пархатарлă ĕçре ăнăçусем, вĕренекенсене пĕлỹ тĕнчинче çирĕп утма тата çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсемпе палăрма, ашшĕ-амăшне тĕпренчĕкĕсене тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтерме сĕннĕ ертỹçĕсем.

Вĕренекенсене чысласси - чи хумхануллă самант. Вĕренỹ отличникĕсемпе тĕрлĕ конкурс-ăмăртура, спортра палăрнă ачасем Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Сочи хулинчи, Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хутшăнма тивĕçнĕ хоккеистсене клюшкăсем панă, вĕсен тренерне Александр Адюкова Тав çырăвĕпе чысланă. Ашшĕ-амăшĕн ятĕнчен Людмила Миллина саламланă. Пĕрремĕш шăнкăрава янраттарма 9-мĕш класри Алексей Черновпа пĕлỹ тĕнчине пуçласа ура ярса пуснă Марина Миллинăна шаннă.

Аслă Елчĕк шкулĕ. Кунта кăçал пурĕ 144 ача вĕренме килнĕ, 11 ача пĕрремĕш хут парта хушшине ларнă. Уява Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев, Ленин ячĕллĕ хуçалăх ертỹçи Валерий Падуев хутшăннă. Пĕлỹ кунне халалланă линейкăна шкул директорĕ Николай Малышкин уçнă. Вăл пуçтарăннисене саламланă май вĕренỹре палăрнисене Хисеп хучĕсемпе чысланă.

Леонард Левый çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă май шкула Чăваш Республикин Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствин ятĕнчен 67 пин те 320 тенкĕлĕх хоккей тумĕ, клюшка парнеленĕ. Çак парнене кунта вĕренекенсем иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Елчĕк районĕнчи пĕрлештернĕ хоккей командин йышĕнче выляса Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ "Ылтăн шайба" турнирта 3-мĕш вырăна тухнипе тивĕçнĕ. Георгий Адюковпа Юрий Петров тренерсене те саламланă ертỹçĕсем.

Елчĕк шкулĕ. Çĕнĕ 2017-2018 вĕренỹ çулĕнче шкул 668 вĕренекене хапăл туса кĕтсе илчĕ, пĕрремĕш класра 72 ача вĕренĕ. Елчĕк районне туса хунăранпа 90 çул çитнине халалласа кунта кăçал Елчĕк шкулĕн мухтавлă историйĕн аллейине хатĕрленĕ. Аллея наукăра, культурăра, спортра, ял хуçалăхĕнче тата ытти сферăра палăрнă выпускниксен, тĕрлĕ çулсенчи шкул ертỹçисен тата çурчĕсен сăнỹкерчĕкĕсемпе паллаштарать.

Уява Елчĕк шкулĕн директорĕ Лариса Васильева уçрĕ. Вăл вĕрентекенсемпе вĕренекенсене, ашшĕ-амăшне çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламларĕ. Пуçтарăннисене çавăн пекех Елчĕк район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Антонина Александрова, "Прогресс" АХО директорĕ Петр Скворцов ăшă сăмахсем каларĕç. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Фаина Цыганова сăмах илчĕ. 11-мĕш класра вĕренекен Юлия Адюкова пуçтарăннисене хăйĕн вĕрентекенсене халалланă сăввипе тыткăнларĕ. Вĕренỹре, спортра палăрнă ачасем тав сăмахĕсене тата Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Республикăри вăтам шкулсен хушшинчи спартакиадăра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ, Çĕрпỹ районĕнче иртнĕ çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисен финалĕнче 3-мĕш вырăна тухма пултарнă "Орленок" ушкăнри ачасене уйрăммăн саламларĕç. Педагогсене те - физкультура предметне ертсе пыракан Сергей Александрова, Николай Волкова, Виктор Демьянова, иртнĕ вĕренỹ çулĕнче технологи предмечĕпе Раççей шайĕнчи олимпиадăра призер ятне çĕнсе илнĕ Николай Петровăн наставникне Сергей Долгова тав сăмахĕ каларĕ директор.

Пĕрремĕш шăнкăрав сасси чĕресене хумхантарчĕ. Ăна олимпиадăсенче пĕрре анчах мар палăрнă 11-мĕш класри Андрей Даниловпа пĕрремĕш класа вĕренме килнĕ Дарья Цыганова янраттарчĕç.

Шкулта пурĕ 5 кадет класĕ пур. Кăçалхи çĕнĕлĕх - Чăваш Республикин ял хуçалăх академийĕпе тунă килĕшĕве тĕпе хурса шкулта çĕнĕ аграри класĕ уçăлни.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăнỹкерчĕкĕнче: Елчĕк шкулĕнчи Андрей Даниловпа Дарья Цыганова пĕрремĕш шăнкăрава янраттарнă самант.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика