Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление с Днем знаний

15:44 31 августа 2017 г.

Поздравление с Днем знаний

Хисеплĕ ачасем, вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ!

Сире чĕререн Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе – Пĕлÿ кунĕпе чун-чĕререн, ăшшăн саламлатпăр!

Пĕлÿ кунĕ - чи савăнăçлă та хумхануллă уявсенчен пĕри, вăл кашни çыншăн çывăх, хаклă. Шкул çулĕсем мĕнпур çын чун-чĕринче ырă асилÿсем хăвараççĕ, çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантараççĕ, йывăр вăхăтра шанчăк кÿреççĕ.

Чи малтанах пуçласа шкула килекенсене çутă малашлăх, савăнăçлă та асра юлакан самантсем, тарăн пĕлÿ сунас килет. Аслă классенче вĕренекенсемшĕн вара шкулти чи асра юлакан, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухичченхи çулталăк пуçланать.

Шансах тăратпăр, çамрăк ăру шкулта пухнă пĕлÿпе пурнăçра тĕллевлĕ усă курĕ, çĕнĕ çитĕнÿсемпе пысăк ÿсĕмсем тăвĕ.

Вĕрентекенсене профессиллĕ çитĕнÿсем, çирĕп ăс-тăн, вĕренекенсен юратăвне, хисепне, вĕренекенсене - палăртнă тĕллевсем патне çитме ăнăçу, ашшĕ-амăшне- чăтăмлăх, ачасемшĕн савăнса кăна тăма ырлăх-сывлăх сунатпăр.

Уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, вĕренÿре тата ĕçре çитĕнÿсем, ăнăçу сунатпăр.

 

Елчĕк район пуçлăхĕ       И.И.Васильева.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ           Н.П.Миллин.

АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии»

Первоисточник: Яльчикский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика