Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Эпир сире яланах хавас

00:00 17 января 2011 г.

Икĕ пинмĕш çулăн пĕрремĕш вунă çулне те хыçа хăвартăмăр. Пĕр сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ вăл. Халĕ вара редакцин пĕлтĕрхи почтине пĕтĕмлетме те вăхăт. 2010 çулта редакцине пĕтĕмпе 880 çыру килчĕ. Вăл шутран статья, информаци, тĕрленчĕк формипе çырнă çырусем 744, сăвă-калав - 133, çăхав - 3. Хаçат адресĕпе килнĕ мĕн пур çырăва шута илесси тĕп вырăнта. Вĕсене пăхса тухса пичете хатĕрлетпĕр. Иртнĕ çул çĕр-шывра та, республикăра та Вĕрентекен çулталăкĕ пулнипе асра юлчĕ. Çавна май хамăр хаçат страницисенче вĕрентекенсен сумлă ĕçне палăртса сахал мар материал пичетлерĕмĕр. Хаçат ялти корреспондентсем хушшинче "Пурнăçри тĕп çын" конкурс йĕркелени те халиччен пирĕнпе çыхăну тытман авторсене алла ручка тытма хистерĕ. Çак ĕçре пире вĕрентекенсемпе шкул ачисем нумай пулăшу пачĕç. Паллах, ĕмĕрĕсене ачасене воспитанипе пĕлỹ панă ветерансем те алă усса лармарĕç, хăйсен опычĕпе, аса илĕвĕсемпе паллаштарсах тăчĕç. Иртнĕ çулхи тепĕр паллă событи вăл - Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине паллă туни. Район хаçачĕ çĕнтерỹшĕн кар тăрса фронтра, тылра кĕрешнĕ ветерансем çинчен материалсем сахал мар пичетлерĕ. Аслă Çĕнтерỹ темипе çырнă очерксемпе тĕрленчĕксен, статьясен конкурсне те вулакансем хаваспах хутшăнчĕç. Пирĕн çывăхран та çывăх туссем, хаçата интереслĕ те витĕмлĕ, çивĕч чĕлхепе кăларма пулăшакансем вуншарăн. Шел, пирĕнпе çыхăну тытакан вăрçă ветеранĕсем шутпа кăна юлчĕç. Сăмахăма хисеплĕ те сумлă ватăран, хамăрăн ĕçтешĕмĕртен пуçлам. Аслă Елчĕкри пултаруллă та ỹркенмен юлташăмăр, ĕçпе вăрçă ветеранĕ П.Печков çулне кура мар усăллă та интереслĕ статьясем çырать. Çак ялти В.Кассирова, В.Вастулова, Таяпа Энтринчи О.Миронова, Аслă Пăла Тимешри Н.Кудрявцев, Шупашкарти Б.Борлен, П.Сидоров-Лаштай, В.Петров, Елчĕкри А.Тимофеев, Тăрăмри Л.Енедерова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи И.Левый, Н.Левая, Е.Баринова, Хăвăлçырмари З.Михеева, Курнавăшри Д.Смирнова, Р.Горшкова, Кругловсен çемйи (Николай, Вячеслав, Надежда, Вера), Кушкăри А.Портнова, С.Баринова, Н.Мустуков, Кỹлпуçри В.Сазонов, А.Осипова, Кивĕ Арланкассинчи Н.Богданов, Елчĕкри Н.Малышкин, А.Сорокин, К.Леонтьева, Л.Зайцева, В.Ишмуратова, Л.Кудряшова, Н.Кушманова, В.Демьянов, А.Молоствов, Энтепери Л.Марковăпа А.Михеева, Çĕнĕ Пăвари Л.Егорова, Ĕнелĕнчи Т.Михайлова, Чăваш Тăрăмĕнчи В.Краснова, З.Фомкина, Аслă Таяпари К.Васильева, Тутарстанри Пăва хулинчи П.Кириллов, Çĕнĕ Эйпеçри Н.Мустаев, Патреккелти Н.Вершков, Т.Захарова, Тỹскелти Е.Игнатьева, Акчелти В.Московский хускатакан темăсем вулакансем кăмăлне кайнине пĕлтереççĕ. Елчĕк, Тăрăм, Энтепе, Çирĕклĕ Шăхаль, Хăвăлçырма, Чăваш Тăрăм, Патреккел, Аслă Елчĕк, Курнавăш шкулĕсенче вĕренекенсем те район хаçачĕпе тачă çыхăнура. Ачасен хайлавĕсем ытларах "Шăнкăрав" хушма кăларăмра пичетленеççĕ. Тем пысăкăш тав сăмахĕ калатпăр хамăрăн маттур ялкорсене. Хаçат пурнăçпа тан утса пыма тăрăшать. Çавна май пурнăçри улшăнусене вăхăтра, тĕплĕн çутатма ăнтăлать. Çĕнĕ саккунсене вулакансем патне çитерес тесе РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн, прокуратурăпа суд, халăха социаллă хỹтлĕх паракан, шалти ĕçсен пайĕсен, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ĕçченĕсем хыпарласах тăраççĕ. Ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсене сỹтсе явма район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕсем те активлă хутшăнаççĕ. Пирĕн пата çырусем çыракан кашни автора чун-чĕререн тав сăмахĕ калатпăр. 79 çул тухса тăракан район хаçатне вулакансен йышĕ чакманни пире, журналист-сене, чăннипех савăнтарать. Кăçал та хамăр йыш тата ỹсессе шанатпăр. Çырăнăр район хаçатне, вулăр, çырăр, кĕрсе тухăр. Хăвăра канăç паман ыйтусем çинчен пире пĕлтерĕр. Эпир сире яланах хавас. çырусен пайĕн корреспонденчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика