Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хаçат район пурнăçне çырать

00:00 14 января 2011 г.

Хаçат район пурнăçне çырать
Кăрлач уйăхĕ район хаçатне кăларса тăракан журналистсемшĕн тата обществăлла корреспондентсемшĕн икĕ паллă кунпа асра юлать. Ĕнер эпир Раççей пичечĕн кунне паллă турăмăр, кăрлачăн 16-мĕшĕнче - Чăваш пичечĕн кунĕ. Çавна май ыран район журналисчĕсем Шупашкарти Вырăс драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă савăнăçлă пухăва хутшăнаççĕ. Уяв умĕн редакци коллективĕ иртнĕ çул туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетет. Хаçат тиражĕ 2010 çулхи икĕ çур çулĕнче те ỹсрĕ. Паян вăл 3645 экземпляр саланать. Пĕлтĕр рекламăсемпе пĕлтерỹсем пичетлесе, полиграфи продукцийĕ туса кăларса 2009 çулхи шайран ытларах тупăш илтĕмĕр. Çакă хаçат работникĕсене ĕç укçипе ытти хушма тỹлевсемпе вăхăтра тата туллин тивĕçтерме, çĕнĕ автомобиль, лайăх пахалăхлă фотоаппарат, ĕçре кирлĕ ытти хатĕрсем туянма, юсав ĕçĕсем пурнăçлама май пачĕ. 2010 çулта çăмăл атлетсен, кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕсене ирттертĕмĕр. Конкурсра çĕнтерсе "Пурнăç пĕрре килет" социаллă пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçа кĕртрĕмĕр. Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине, Вĕрентекенсен çулталăкне халалланă вулакансен конкурсне йĕркелесе ирттерни пирĕн пата çырса тăракансен йышне ỹстерчĕ, хаçат содержанине малалла лайăхлатма пулăшрĕ. Хаçат районăн экономика социаллă пурнăçне анлăн çутатса пыма тăрăшать, вулакансене çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарса тăрать, пурнăçăн çивĕч ыйтăвĕсене хускатать. Чăваш пичечĕн кунĕ умĕн район хаçатĕнче паян ĕçлекен журналистсемпе техника работникĕсене, втерансене, хаçатăн шанчăклă пулăшаканĕсене - обществăлла корреспондентсене уяв ячĕпе саламласа пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнỹсем, ырлăх-сывлăх, ăнтăлу сунатăп. Н.АЛЕКСЕЕВ, "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика