Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Паллă ентеш çинчен лайăх пĕлеççĕ

00:00 26 ноября 2010 г.

Паллă ентеш çинчен лайăх пĕлеççĕ Паллă ентешĕмĕр, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Европа чемпионĕ, 15 хутчен çĕр-шыв чемпионĕ, Мельбурнри ХVI Олимп вăййисен пăхăр призерĕ Ардалион Васильевич Игнатьев 80 çул тултарнине халалласа "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ, вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕ "Эсир Ардалион Игнатьев çинчен мĕн пĕлетĕр" ятпа шкул ачисем хушшинче ирттернĕ викторина итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Викторинăна районти шкулсенче вĕренекен 32 ача хутшăнчĕ. Тĕпрен илсен вĕсем паллă ентешĕмĕр çинчен лайăх пĕлнине кăтартса панă. Çавăнпа чи лайăххисене палăртма çăмăл пулмарĕ. Çапах та комисси Елчĕк шкулĕнчи 6 "б" класра вĕренекен Антон Демьянов ĕçĕ чи лайăххи тесе йышăнчĕ. Сергей Константинов (Курнавăш), Марина Галкина (Тĕмер), Юлия тата Мария Николаевасем (Елчĕк) - иккĕмĕш, Анна Данилова (Елчĕк), Евгений Малов (Чăваш Тăрăм), Любовь Максимова, Вадим Петров (Кĕçĕн Таяпа) виççĕмĕш вырăнсенче. Вĕсем хаçат редакцийĕн, район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Çавăн пекех Татьяна Михайлова (Елчĕк), Владимир Михеев (Энтепе), Диана Захарова (Патреккел), Екатерина Адюкова, Сергей Егоркин (Аслă Елчĕк), Светлана Смирнова (Курнавăш) хамăр ентеш çинчен туллин çырса кăтартма тăрăшнă. Викторинăна хутшăннă кашни вĕренекене тав тăватпăр, вĕренỹре, спортра çитĕнỹсем тума сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика