Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Эсир Ардалион Игнатьев пирки мĕн пĕлетĕр?

00:00 12 ноября 2010 г.

Чỹк уйăхĕн 24-мĕшĕнче пирĕн районта çуралса ỹснĕ паллă спортсмен Ардалион Васильевич Игнатьев 80 çул тултарать. Çак ятпа “Елчĕк ен” хаçат редакцийĕпе район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕ чỹк уйăхĕн 13-20-мĕшĕсенче районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсем хушшинче “Эсир Ардалион Игнатьев пирки мĕн пĕлетĕр?” викторина ирттереççĕ.

Унăн ыйтăвĕсем çакăн пек:

1. А.В.Игнатьев хăçан тата хăш ялта çуралнă?

2. Паллă ентешĕмĕре шкулта вĕреннĕ çулсенче спортпа туслашма пулăшнă, хавхалантарса пынă, вĕсенчен тĕслĕх илнĕ çынсене асăнăр.

3. А.В.Игнатьевăн пĕрремĕш çитĕнĕвĕсем.

4. Чăваш Республикин тата Совет Союзĕн пĕрлештернĕ командисене кĕнĕ çулсем.

5. А.В.Игнатьев мĕнле дистанцисене чупнă?

6. А.В.Игнатьев çăмăл атлетикăн хăш дистанцийĕнче, ăçта, хăçан СССР рекордне пĕрремĕш хут çĕнетнĕ, СССР чемпионĕ пулса тăнă?

7. Ăçта, хăçан пулса иртнĕ Олимп вăййисене хутшăннă, вĕсенче миçемĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ?

8. Европăри тата Пĕтĕм тĕнчери мĕнле ăмăртусенче çĕнтернĕ?

9. СССР чемпионĕн тата рекордсменĕн ячĕсене миçе хут çĕнсе илнĕ?

10. СССР спорт мастерĕн, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕн ячĕсене мĕнле, хăçан, хăш хулара ирттернĕ ăмăртусем хыççăн тивĕçнĕ?

11. Спорт карьери вĕçленнĕ хыççăн çĕр-шывăн хăш хулисенче, кам пулса ĕçлесе пурăннă?

12. А.В.Игнатьев спортри çитĕнỹсемшĕн çĕр-шывăн, Чăваш Республикин мĕнле наградисене, хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ? Унăн ятне панă учрежденисем, вырăнсем.

13. А.В.Игнатьева спортра пысăк çитĕнỹсем тума мĕн пулăшнă?

Ыйтусен хуравĕсене тата хăвăр çинчен “Елчĕк ен” хаçат редакцине (Елчĕк ялĕ, Первомайски урамĕ, 16) алăпа çырса е электрон почтипе (yal-pressa@cbx.ru) чỹк уйăхĕн 20-мĕшĕччен ярса парăр. Тел.: 2-51-81, 2-51-83, 2-54-76.

Çĕнтерỹçĕсене район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн тата “Елчĕк ен” хаçат редакцийĕн Хисеп грамотисене тата парнесем парса чыслаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика